16 декабря 2009 г.
Вăйă килет!
Вăйă килет!
Илтĕнет хăлхана урамри ача-пăчан янăравлă сасси.
Кашни çулах çапла Çимĕк кунĕ ял халăхĕ аслă вăйă курма урама тухать. Çак кун ял кĕтĕвĕ ир анать. Кĕтÿрен килекен выльăхсем валли çителĕклĕ апат-çимĕç маларах хатĕрлесе хуратпăр. Хур-кăвакалсем валли çителĕклĕ тырă сапса паратпăр. Пĕсехисем каçăрăлса кукăрланичченех çисе тăраннăскерсем пĕр кĕтесе пуçтарăнса ларнă. Эпир, хамăр та, хĕр шутне кĕрсех çитейменскерсем, вăйă курма хатĕрленетпĕр. Таса та илемлĕ кĕпесене, пушмака тахçанах çуса хатĕрлесе хунă, ячĕшĕн тенĕ пек, тĕкĕр çине пăхса йăл кулатпăр та килтен тухса вĕçтеретпĕр. Вăйă килсе чарăнакан вырăна тăратпăр.
Хăлхана чуна илĕртекен вăйă кĕвви илтĕнет. Аякран илемлĕ чечексемпе тулнă улăха аса илтерекен вăйă ушкăнĕ курăнать. Вăйă ушкăнĕ майĕпен пирĕн еннелле çывхарать. Малта ял купăсçисем вăйă кĕвви каласа ушкăна ертсе пыраççĕ. Ял çамрăкĕсем вăйă вырăнне çитрĕç те икĕ-виçĕ ушкăна карталанса та тăчĕç. Ташă çемми пуçланчĕ. Çав вăхăтрах маттур та хăюллă каччăсем вăйă карти варрине сиксе тухрĕç те хĕрсене ташша чĕнчĕç. Эх, çаврăнать вăйă карти. Юрлаççĕ, сикеççĕ çамрăксем! Курма тухнă çынсем те урисене хускаткаласа илеççĕ. Кашни кас çамрăкĕсем пĕр пек тумланаççĕ, тумтирĕсен тĕррисем, кĕписем, тутăрĕсем пĕр тĕслĕ. Ют касра хăйсене именчĕклĕ те сăпайлă тытаççĕ.
Вăйă курма хăшпĕр ачасем пÿрт тăррине, хапха çине хăпарса ларнă. Кунтан вĕсене вăйăри çамрăксем аван курăнаççĕ.
– Ентимерсем тухрĕç! - илтĕнет хăлхана сасă.
Пăхатпăр та Ентимер кассинчи çынсем пĕри те киле юлман пулĕ. Килсе çитрĕç те вăйă карти туса тăчĕç. Ентимеркассинчи каччăсем Çиларманкас хĕрĕсене ташлама кăларчĕç. Çаврăнать вăйă карти, хумханать, тĕрлĕ тĕспе ялтăрать. Турикассем çитрĕç. Вăйă карти пысăкланса сарăлсах пырать. Кунта халь авланни, качча тухни палăрмасть. Пурин чунĕсем те вун çиччĕре!
Вăйă карти варрине 5-6-7 çулхи ачасене ташлама кăларчĕç. Малтанах турткаланса тăчĕç пулин те купăс кĕввипе сиккелеме тытăнчĕç. Кулаççĕ, савăнаççĕ. Вĕсем çине ташлама тухманнисем ăмсанса пăхаççĕ.
Кăшт вăхăт иртсен, ача-пăча ушкăнĕ нумайлансах пычĕ. Кашни ачан вăйă картинче ташлас килчĕ. Купăсçăсем пĕр хушă шăпланчĕç те вăйă юрри янрарĕ. Купăсçăсем тарланă. Пирĕн аслă инке вĕсен пичĕ, çамки çинчи тарне ал шăллипе шăлать. Каччăсем вĕсене пуç тайса тав тăваççĕ. Вăйă карти çĕнĕрен вăй илсе хускалчĕ. Аслă инке кукка арăмне ташша чĕнчĕ. Икĕ хĕрарăм хальхи çамрăксем пек мар, хăйсем çамрăк чухне ташланине аса илчĕç пулĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин патне шуса ташласа çитрĕç те икĕ аллине çÿлелле тăратса чавса тĕлĕнчен хуçлатса ташлама тытăнчĕç. Акă, курăр-ха, эпир еплерех пултаратпăр тенĕн ташă хусканăвĕсене пĕр пек тăваççĕ. Унтан сылтăм аллине пилĕкне тытса çаврăнаççĕ.
Сулахай алли халь-халь çÿлелле вĕçсе каяс кайăка аса илтерет. Вăхăт сисĕнмест иккен хаваслă чухне. Хĕвел анăç еннелле сулăннă.
Вăйă шавлать, кĕрлет, пурте савăнăçлă. Ача-пăчасем пĕрре вăйă картине чупса кĕреççĕ, тепре ирĕке тухса чупаççĕ. Вĕсене никам та чăрмантарса çÿретĕр тесе каламасть.
Хĕрсем карталанса вăййа тăчĕç те юрлама пикенчĕç.
«Çăка çулçи çиле май,
Айтăр, хĕрсем, киле май».
Вăйă карти саланчĕ. Каччăсем çăвар карса тăмаççĕ. Хăйсене килĕшекен хĕрсем çумне тăраççĕ те юнашар утаççĕ. Хĕрсем малтанах турткаланçи тăваççĕ те майĕпен каччă çумĕнче утма пуçлаççĕ. Вăйă саланать. Çынсем килĕсем еннелле утаççĕ. Çамрăксем яланхи йăлипе вăйă ăсатма вăрман хĕрринелле каяççĕ. Хĕвел анать, каç пулать. Апла пулин те ял çынни киле кĕме васкамасть. Хăшпĕр кил умĕнчи сак çинче хăйсем тĕллĕнех юрă юрласа лараççĕ. Çамрăксем вăрман хĕрринчен килнелле васкаççĕ. Ыран ĕç кунĕ пуçланать-çке.
Кăшт вăхăт иртсен ял лăпкă ыйхăра. Çамрăксем вĕсене чăрмантарас темеççĕ. Хуллен çеç килĕсене кĕме тăрăшаççĕ.
Унтанпа ĕнтĕ çур ĕмĕр ытла иртсе кайрĕ. Апла пулин те вăйă карти илемĕ паян кун та куç умĕнчех. Манăçа тухмасть.
Эпир, вăйă карти илемĕпе ÿснĕскерсем, паянхи кун та уншăн тунсăхлатпăр. Чун-чĕрене мĕн ачаран кĕрсе вырнаçнă аслă ăрури çынсен ырă йăли-йĕркисене аса илсе савăнатпăр. Халĕ те куç умĕнчех шăнкăравлă пĕкĕсемпе çăварни кунĕсем.
Ырă йăла-йĕркесене манас марччĕ. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе-кăтартса хăварасчĕ. Ку енĕпе Кивĕ Шăмăршăри Герман Николаевич Ларшникова шанас килет, вăл пуçарса ярасса ĕмĕтленсе тăратпăр. Унăн пултарулăхĕ ку енĕпе пысăк та анлă. Карапай Шăмăршăри культура ĕçченĕсем те маттур.
Малтан пĕрисем пулĕç. Халăх ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет тесе, ахальтен каламан.
Хальхи вăхăтра Шăмăршăри Культура керменĕнче тĕрлĕ техника хатĕрĕсем нумай. Клубсенче, ялсенче иртекен лайăх мероприятисене ÿкерсе илме пулать. Çулсем иртнĕ хыççăн вĕсене курма тата та кăсăклăрах.
«Эпĕ вĕт ку, ку ман асанне, асатте, кукка, аппа», – тесе ларакансем те тупăнĕç. Манас марччĕ хамăрăн аслă ăрури ырă йăла-йĕркесене, çул парасчĕ вĕсене. Çамрăк ăрăва вĕрентсе, кăтартса хăварасчĕ.