23 декабря 2009 г.
ХАÇАТРА пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Пăчăрлă Пашьел ял поселенине Чăваш Республикин ялĕсен инфраструктурине комплекслă аталантармалли программăна кĕртнĕ. Çак программăпа килĕшÿллĕн, хальхи вăхăтра кунта пĕтĕмĕшле врач практикин офисне, ялти Культура çуртне тата вăтам шкул çуртне тĕпрен юсама пуçăннă. Юсав ĕçĕсен подрядчикĕ – Шăмăршăри «Сувар» ООО.
Пĕтĕмĕшле врач практикин офисне 2002 çулта, Чăваш Республикин Президенчĕ сывлăх учрежденийĕсене модернизацилесси пирки йышăннă программăпа никĕсленсе уçнă. Унтанпа юсав ĕçĕсем туманпа пĕрех. Халĕ кунта электрооборудованипе шыв системине, вентиляцие тата канализаци сетьĕсене улăштарса çĕнетеççĕ. Çавăн пекех чÿрече рамисене те улăштарма, çурт çенĕкне тĕпрен çĕнетме палăртнă.
Культура çурчĕ те куç умĕнчех çĕнелсе илемленнĕ: чÿрече рамисене тата урай хăмисене çĕннисемпе улăштарнă, фасада сăрланă. Залра çĕнĕ креслăсем вырнаçтарни те Культура çуртне хулари театр сăнне кĕртет.
Вăтам шкулта та юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă: спорт залĕпе актовăй залăн çивиттийĕсене улăштараççĕ, спорт залĕн урай хăмисемпе чÿрече рамисене те çĕнетеççĕ.