Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлă, мал курăмлă документ

23 декабря 2009 г.

Н.В.ФЕДОРОВ Президент Патшалăх Канашне янă Çыру – чăннипех те вăйлă, мал курăмлă документ. Республика ертÿçи эпир халиччен тунă ÿсĕм-çитĕнĕве хак панипе кăна çырлахмарĕ, малашнехи пысăк тĕллевсене ĕçпе çирĕплетесси хальхи технологисене çул пани çинче никĕсленсе тăнине уçăмлă палăртрĕ. Чи малтанах пирĕн пурин те шухăш-кăмăла тĕпрен улăштармалла, паянхи кун тÿпинчен пăхса пуласлăха илсе каякан çул çине тухмалла.

Эпĕ районти кашни çыннах пысăк пĕлтерĕшлĕ çак документпа тĕплĕн паллашма, хамăр ĕç-хĕле унпа виçсе хаклама сĕнетĕп.

х х х

Президент çитĕнекен кашни ăрăвăн пур енĕпе те – кăмăл-сипетпе, ÿт-пÿпе – сывă пулмалли пирки каланă. «Чăваш Ен эрех-сăра ĕçессине, табак туртассине, наркотиксемпе айкашассине сивленипе палăрса тăмалла...» – тенĕ вăл этем ресурсĕсĕр пуçне пирĕн урăх нимĕнле пуянлăх та çуккине палăртса.

Спорта юратмалла, спорт çеç пире çамрăк ăрăва сывă та çирĕп вăй-халлă çитĕнтерме май парĕ. Çавăнпа та эпĕ Шăмăршăра физкультурăпа спорт комплексне тунине чунтан ырлатăп.

Шанса тăратăп: Шăмăршă районĕнчен паллă спортсменсем ытларах та ытларах тухĕç, район, республика чапне çĕклĕç.

Н.КУПРИЯНОВ, Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика