23 декабря 2009 г.
СТАТИСТИКА кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, наркомансен шучĕ Раççейре ÿссех пырать. Специалист-наркологсен шучĕпе, пĕр наркоман çулталăк хушшинче «шурă вилĕм» çулĕ çине 10-12 çынна тăратма, наркомана кăларма пултарать. Наркотиксен дози пысăкрах пулнинчен, е шприцăн таса мар йĕппинчен вилекенсен йышĕ те пĕчĕкех мар.
Патшалăх наркомание хирĕç кĕрешессине çулсерен вăйлатсах пырать пулин те, наркотиксемпе суту-илÿ тăвакансен шучĕ çав-çавах чакмасть. Хăйсен тупăшлă бизнесне çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе аталантараççĕ вĕсем. Çамрăксен пурнăçне вараласа, хуçса, таптаса пуяççĕ.
Мĕн-ха вăл наркотик; Наркотик – çыннăн пуçне, шухăшне, кăмăл-туйăмне, тыткаларăшне улăштарса анратакан хатĕр. Наркоман пулассин сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри – наркотик мĕнлерех япала иккенне, вăл организма, пуçа мĕнлерех витĕм кÿнине пĕлес тесе тутанса пăхни. Ку – питĕ йăнăш çул-йĕр. Тепĕр сăлтавĕ – наркотика савăнма, начарри çинчен пĕтĕмпех манса кайма пулăшакан çăмăл мел вырăнне хурса йышăнни. Наркотика хăнăхнă çынсен пурнăçĕнчи тĕп тĕллевĕ – черетлĕ «доза» тупасси. Мĕнле майпа, мĕнле хакпа пулни пачах пăшăрхантармасть вĕсене: вăрласа-и, улталаса-и, е пачах урăхла – вĕсен «савăнăç-туйăмĕсене» илмелле. Наркотик вĕсен пурнăçĕн пĕлтерĕшĕ пулса тăрать.
Çамрăксем наркотикпа усă курма пуçланине чи малтан ашшĕ-амăшĕ сисме тивĕçлĕ. Наркотикпа усă куракан çынра сисĕмлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ. Унăн куçĕсем шывланса тăраççĕ, куç шăрçисем пысăкланаççĕ е пĕчĕкленеççĕ, çын çине тимсĕр пăхаççĕ, хусканăвĕсем сÿрĕк, вăхăт-вăхăт сулăна-сулăна каяççĕ, мĕн каланин пĕлтерĕшне тÿрех ăнкарса илеймеççĕ, час-часах суяççĕ, çынпа хутшăнасран хăраççĕ, ытларах пĕчченлĕхе килĕштереççĕ, вăрă çулĕ çине тăраççĕ. Кун пек чухне тÿрех районти врач нарколог-психиатрпа çыхăнмалла. «Шурă вилĕм» çулне тÿрех пÿлни ача сывлăхне, пурнăçне упраса хăварма май парать.