Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăх ирттĕр Çĕнĕ çул уявĕ

23 декабря 2009 г.

ЧАСАХ Çĕнĕ çул уявĕ çитет. Çак уяв хаваслă лару-тăрура иртет, ăна кашниех çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтет. Анчах та, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмасан, уяв инкек кÿме, кăмăла пăсма та пултарать. Çак правилăсене пурнăçлама йывăрах та мар.

Предприятисенче, организацисенче, учрежденисенче е ытти вырăнсенче Çĕнĕ çул елкине вырнаçтарас тесен, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмне заявка тăратмалла, чăрăш лартма ирĕк панине çирĕплетекен хут çыртарса илмелле.

Чăрăша çуртăн пĕрремĕш хутĕнче кăна вырнаçтармалла, уяв иртекен пÿлĕмрен (залран) урама тухмалли икĕ алăкран кая мар пулмалла. Пушар сÿнтермелли хатĕрсем (огнетушитель, хăйăр тултарнă ещĕк тата ытти те) курăнакан вырăнта тăмалла.

Чăрăша çирĕп тĕрев çине, залран тухма-кĕме чăрмантарман ирĕк вырăна вырнаçтармалла. Унăн лăссисем стенана тата маччана 1 метр чухлĕ перĕнмелле мар. Электричество çутипе уява илемлетнĕ чухне шанчăклă изоляциллĕ, çĕнĕ йышши электропроводкăпа тата напряжение чакаракан трансформаторпа усă курмалла. 220 вольтлă напряженипе усă курнă чухне хăватлăхĕ пĕчĕк лампочкăсен 25 вт пулмалла. Чăрăш çине заводра туса кăларнă гирляндăсем кăна çакмалла.

Чăрăша ваткăпа, хутпа, марльăпа, хăвăрт хыпса илме пултаракан ытти материалпа илемлетме юрамасть. Уяв костюмĕсем, тĕрлĕ теттесем хатĕрленĕ чухне çунакан материалсенчен (бертолетова соль, магний) пăрăнмалла. Костюмсене, марльăран е ваткăран хатĕрленĕ теттесене çунмалла мар тăвас тесе 10 минут ятарлă шĕвекре (1 литр ăшă шыв çине 150 грамм кальциленĕ е апат соди тата 50 грамм крахмал ярса ирĕлтермелле) тытмалла, типĕтмелле. Уяв пынă вăхăтра çуртасем çутма, бенгаль çулăмĕсем, фейерверксем тивертме юрамасть. Уяв иртекен пÿлĕмре савăтпа шыв, хулăн витĕнчĕк пулмалла.

Çĕнĕ çул уявĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисемшĕн предприяти, организаци е учреждени руководителĕ яваплă. Массăллă мероприяти вăхăтĕнче коллектив работникĕсенчен дежурство йĕркелемелле, вĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем тăрăх инструктаж памалла, пÿлĕмсенчен эвакуацилемелли йĕркесене ăнлантармала. Яваплă çынсен уяв умĕн пÿлĕмсене (зала) тĕплĕн пăхса çаврăнмалла, пушар сÿнтермелли хатĕрсем вырăнтах пулнине, вĕсен тата телефон юсавлăхне тĕрĕслемелле.

Вут-çулăм тухас пулсан (кун пеккинчен Турă сыхлатăрах!) тÿрех Пĕрлĕхлĕ çăлав службине 01 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле, çынсене эвакуацилемелле, пушара сÿнтерме пуçламалла.

Çĕнĕ çул уявĕ пур çĕрте те хаваслă ирттĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика