23 декабря 2009 г.
ЭПĔ район хаçачĕпе тахçантанпах туслă. Унăн кашни номернех тĕплĕн вуланисĕр пуçне хам та, вăхăт тупса, çырсах тăма тăрăшатăп.
Килĕшет мана «Шăмăршă хыпарĕ». Унта пичетленекен кашни материалах интереслĕ, тарăн шухăшлă. Вĕсемпе паллашнă хыççăн хамăн шухăшсене çывăх çынсемпе тăвансене, тус-юлташсене пĕлтеретĕп, хăшпĕр статьясене вара пĕрле сÿтсе яватпăр. Кун пек чухне тавлашмалли те тупăнать: мĕншĕн тесен, кашнин – хăйĕн шухăшĕ. Тĕрĕслĕх тавлашура çуралать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.
Хаçата тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем çырса тăраççĕ. Юлашки çулсенче Васанта пурăнакан вăрçă ветеранĕн Н.Павловăн педагогикăпа воспитани темипе çырнă статйисем курăнкалама пуçларĕç. Учительсене, уйрăмах çамрăк специалистсене, вĕсенчен вĕренмелли сахал мар. Опытлă педагог хăйĕн ĕç вăрттăнлăхĕсене ыттисене те хаваспах уçса пама тăрăшать, паха сĕнÿсемпе канашсем парать. Вăл хайланă сăвăсем те ман кăмăла каяççĕ.
Юлашкинчен манăн, юлнă вăхăтпа усă курса, пурне те район хаçатне çырăнса илме чĕнсе калас килет. «Шăмăршă хыпарĕ» – чăннипех те чун апачĕ.