Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтпе, пысăк хавхаланупа

26 декабря 2009 г.

ТЕПĔР темиçе кунран тĕнче XXI ĕмĕрĕн вуннăмĕш çулне кĕрет. Вăхăт чиккисемпе çавра датăсем ытларах практикăллă мар, символла пĕлтерĕшлĕ. Çапах та вĕсем пире иртнине ăнланса ăша хывма, хальхи вăхăта хак пама, пĕтĕмлетÿсем тума, малашлăх çинчен шутлама хистеççĕ.

Пирĕн корреспондент район пуçлăхĕпе В.П.ФАДЕЕВПА тĕл пулсан иртсе пыракан çул кăтартăвĕсем пирки унăн шухăш-кăмăлĕпе интересленнĕ.

– Валерий Петрович, сисмерĕмĕр те, тепĕр çулталăк та вĕçленет. Çĕршыв экономикишĕн вăл ансат пулмарĕ. Пирĕн Шăмăршă районĕшĕн 2009 çул мĕнпе асра юлĕ;

– Ансат пулмарĕ тенипе килĕшетĕп. Çапах та Шăмăршă районĕ малалла кал-кал аталанчĕ. Экономикăн пур кăтартăвĕсене те ăнăçлă тултартăмăр. Çĕр ĕç продукчĕсем туса илес енĕпе те, аш-какай тата сĕт туса илессипе те района республикăран çирĕплетсе панă цифрăсем пурнăçланчĕç. Ял ĕçченĕсене чунтан тăрăшса вăй хунăшăн чĕререн тав тăватăп.

Район центрĕ тата ялсем çĕнелсе илемленнине те курмасăр тăма май çук. Кăçал 16079 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Авари пулма пултаракан тата кивĕ çуртсенчи 24 çемьене çĕнĕ хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелли социаллă программăсем пурте пурнăçа кĕчĕç. Шăмăршăри нумай хваттерлĕ 12 çурта тĕпрен юсани те район центрне хула сăнĕ кĕртет.

2009 çулти пысăк ĕçсен шутне Шăмăршăри тĕп больницăн хирурги уйрăмне реконструкцилесе поликлиникăпа терапи уйрăмне уçнине те кĕртмелле. Республика Президенчĕ Н.В.Федоров тÿрремĕнех тăрăшнипе, çак объект валли 100 миллион тенкĕ ытла уйăрнăччĕ. Паян пирĕн больница тулашĕпе те, ăшĕпе те хулари чаплă больницăсенчен пĕрре те кая мар, оборудованипе те пуян. Медицина ĕçченĕсем професси ăсталăхне кăтартни, çынсемпе ăшă чунлă пулни çеç кирлĕ. Çак пахалăхсем, шел пулин те, ялсенчи пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕсенче те çитсех каймаççĕ.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла каларĕ: «Çĕнĕ экономика çул-йĕрĕсем вĕренĕве тата сывлăха сыхлас ĕçе малалла аталантарма ыйтаççĕ. Çынна хывакан инвестици – урăх ним те мар, экономикăна тÿррĕн хывакан инвестициех. Ăслă та сывă ĕçченсемсĕр çĕнĕ технологисемпе ĕçлеме, конкурентлă пулма, ĕç тухăçлăхне малта пыракан çĕршывсенчи пек ÿстерсе пыма май çук». Çак сăмахсемпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп.

– Валерий Петрович, районта Президентăн «Ĕçмелли паха шыв» программи мĕнле пурнăçланать-ши;

– Палтиел çывăхĕнчи вăрманта, Хырла шывĕ çинче тăвакан водохранилищĕре тĕп ĕçсем вĕçленнĕ, пурĕ 500 миллион тенкĕ ытлалăх ĕç тунă. Çитес çул валли – кунти мĕнпур ĕçе туса пĕтерме – бюджета тата 250 миллион тенкĕ хывса хăварнă. Кунпа пĕрлех ялсене шыв пăрăхĕсем тăсас, шыв башнисем вырнаçтарас тĕлĕшпе куллен ĕçлетпĕр.

Президент тăрăшнипе тăвакан тепĕр пысăк объект – Шăмăршăри физкультурăпа спорт комплексĕ. Çак ĕçе пурнăçлама 107 миллион тенкĕ уйăрнă, спорт керменне çитес çулхи февралĕн 23-мĕшĕччен хута ямалла.

2009 çулхи паллă ĕçсем тата та нумай. Район республикăри тĕрлĕ конкурссене хутшăнса пысăк суммăллă грантсем çĕнсе илчĕ. Çак укçапа ялсен инфраструктурине аталантарнă çĕрте усă куратпăр. Пĕчĕк бизнеса аталантарас (бизнес-инкубатор) тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ 5 миллион тенкĕ укçана та тĕллевлĕ тăкаклатпăр. Çакă районти ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса панă çĕрте те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кăçал районти пур çула та шута илсе тухнă тата баланс çине кĕртнĕ. Вĕсене малашне те пăхса-юсаса тăрăпăр. Хаклă хакпа тунă асфальт çулсемпе кĕперсене çĕмĕрме памăпăр.

Ялсен инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе лайăх ĕçленине шута илсе, кăçал Пăчăрлă Пашьел ял поселенине республикăн комплекслă программине кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра пĕтĕмĕшле врач практикин офисне, Культура çуртне тата вăтам шкул çуртне тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ. Çак ĕçе маларах пуçăнма укçа-тенкĕ çийĕнчех куçарса парайманни çеç чарса тăчĕ. Кунти ĕçсемпе район ертÿçисем интересленсех тăраççĕ, ĕç пахалăхĕшĕн çирĕп ыйтатпăр.

– Валерий Петрович, Н.В.Федоров Президент Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пысăк информаци технологийĕсем – электрон пулăшу ĕçĕсем туса хурассине уйрăммăн палăртрĕ. Шăмăршăсем çак ĕçрен тăрса юлмĕç-и;

– Тăрса юлман, хăшпĕр ĕçсемпе маларах та пыратпăр. Республикăра чăн малтисен шутĕнче моделлĕ библиотекăсем ĕçлеме пуçларĕç, моделлĕ Культура çурчĕсем, компьютерпа ĕçлеме хăнăхтаракан курссем уçăлаççĕ.

Район администрацийĕ кашни çын компьютерпа ĕçлеме вĕрентĕр тесе тĕллевлĕ программа туса хатĕрлерĕ.

Пирĕн тĕллев – граждансене патшалăхран кирлĕ информацие илмелли меллĕ условисем туса хурасси. Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене халăха электрон мелĕпе кÿрессипе çыхăннă ыйтусене кун йĕркинче тытатпăр.

– Çĕнĕ çулта район çыннисене мĕн суннă пулăттăр;

– Çитес çул та пурнăç çăмăл пулаймĕ. Çапах та ырри ытларах пуласса шанса тăрар. Пĕр ĕмĕт тĕллевпе, район экономикине аталантарас тесе ĕçлер. Пур отрасльте те мĕнле те пулин çитĕнÿ пултăр. Кашни çемьере юрату хуçалантăр, кашни çын хăйĕн телейне туптăр. «Ĕçлеме çеç ан ÿркен, пурте пулать», – тенĕ ваттисем. Çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, пысăк хавхалану сунатăп пурне те Çĕнĕ çулта. Мĕн ĕмĕтленни пурте пурнăçа кĕтĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика