Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕри чĕреллĕ, уçă чунлă

26 декабря 2009 г.

УЧИТЕЛЬ... Мĕнле илемлĕн янăрать çак сăмах! Ачасемшĕн пĕтĕм вăй-халне парать, вĕсемшĕн иккĕмĕш анне пулса тăрать вăл. Сăмах чăн-чăн вĕрентекен пирки. Эпĕ учитель пулма çуралнă педагогпа, Палтиелĕнчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Зинаида Ивановна Свекловапа паллаштарасшăн.

Вăл Анат Чаткас ялĕнче 1964 çулта колхозник çемйинче çуралнă. Ялти вăтам шкула пĕтерсен педагог пулма тĕллев тытать. 1981 çулта ЧПУри историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. 1986 çулта алла диплом илсен, Палтиелĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçлать. 24-мĕш çул вăй хурать вĕри чĕреллĕ учитель çак шкулта. Ырă кăмăлпа, ăшă сăн-питпе çутă ĕмĕтлĕ вĕренекенсене тарăн пĕлÿ пама тăрăшать. Яштака та вăтам кĕлеткеллĕ, чипер сăнлă Зинаида Ивановна çине пăхсан вăй-халĕ ăçтан тухать-ши тесе тĕлĕнетĕн.

Аслă Аттелĕх вăрçи чарăннăранпа 65 çул çитсе пынă май З.Свеклова районти чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен умĕнче «Ан пултăр вăрçă нихăçан» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Хаяр вăрçă вăхăтĕнче йывăрлăха тÿссе ирттернĕ Антонина Андреевна Долгована, Мария Афанасьевна Кузьминапа Николай Геннадьевич Долгова хăнана чĕннĕ.

Маня аппапа Тоня инке ачалăх мĕн иккенне курмасăрах юлнă, хăйсен чунĕ витĕр тухнă самантсем çинчен аса илсен нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Иккĕшĕн те вăрçăра ашшĕсем хыпарсăр çухалнă. Маня аппан ашшĕ ăçта вилнине хĕрлĕ йĕрлевçĕсем шыраса тупнă. Вăл Курил утравĕ çинче куçне хупнă иккен.

2008 çулта шырав отрячĕ Смоленск çывăхĕнчи пĕр вăрманта хыпарсăр çухалнă Андрей Васильевич Федоров юлашкийĕсене тупнă. Часах унăн мăнукĕ, Николай Геннадьевич Долгов, Смоленск хулине тухса кайнă. Ăна унта питĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. Уçă урокра Николай унта мĕн курнине каласа пачĕ. Тĕлĕнмелле! 67 çул иртсен унăн кукашшĕ ăçта пуçне хуни паллă пулчĕ.

Зинаида Ивановна компьютерпа салтаксен вилнĕ вырăнĕпе паллаштаракан видеофильм кăтартрĕ. Антонина Долгован ашшĕне ытти салтаксен юлашкийĕсемпе пĕрле тăванлăх масарне чыслăн пытарнине куртăмăр. Кунта ларакан учительсен те куççулĕсем тухрĕç, хамăр та пытарма кайнă пекех туйрăмăр. Учитель урока чĕрĕ сăн кĕртрĕ.

Вăл калаçнă чухне вăрçă эпизодне сăнлакан ÿкерчĕксемпе те ăста усă курчĕ. 8-мĕш кадет класĕнчи вĕренекенсем пĕри те ахаль лармарĕç. Икĕ ушкăна пайланса урок темипе «кластер» турĕç. «Вăрçă», «мир» сăмахсене ăнлантарса нумай сăмахсем тупрĕç. Учитель урока ăста ертсе пынипе ачасем темăна пĕтĕмлетсе хăварма пĕлни те курăмлă пулчĕ. Уйрăмах Андрей Кузьмин – кадет класĕн командирĕ, Маня аппан мăнукĕ, Кристина Долгова – Тоня инкен мăнукĕ, Алена Стратилатова, Дмитрий Сергее тата ыттисем те лайăх пĕлни палăрчĕ.

Зинаида Ивановна обществăлла ĕçсенче те хастар. Вăл – районта чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен ассоциацийĕн председателĕ. Анлă тавракурăмлă учителе районти вĕрентекенсем те хисеплеççĕ, юратаççĕ. Иртнĕ вĕрентÿ çулĕсенчи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Зинаида Ивановна Свеклова чи лайăх РМО ертÿçисен хушшинче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Руно методисчĕ Г.Иванова пулăшу панипе вăл Елчĕк, Шăмăршă, Патăрьел районĕсенчи учительсен умĕнче Васанти вăтам шкулта «Çăкăртан аслă ан пул» темăпа уроксен фестивальне ирттерчĕ. Кунта 7 вĕрентекен урок пачĕç. Пурте темăна çĕнĕ технологипе ирттерчĕç. Зинаида Ивановнăн урокĕпе хăнасем кăмăллă пулчĕç. Учительсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç. Çакăн пек фестиваль ирттерни пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха та çирĕплетет, малалла тата лайăхрах ĕçлеме хистет.

Çапла, пур енлĕн аталаннă педагог сăвăсем те, тĕрленчĕксем те, очерксем те, калавсем те çырать. 2003 çулта унăн «Чĕре сасси» ятлă пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ.

Республикăра тухса тăракан «Халăх шкулĕ» журнал Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа сăвă çыракансен конкурсне йĕркелерĕ. 5 çĕнтерÿçĕ хушшинче Зинаида Ивановна ячĕ те пур.

Чăн-чăн вĕрентекенĕн ачисем районта тата республикăра чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен олимпиадăсене те хастар хутшăнаççĕ. 2008 çулта 10-мĕш класра вĕренекен Венера Габитова районта пĕрремĕш вырăн, республикăра 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кăçал та Венера районта ирттернĕ олимпиадăра пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Халĕ Шупашкара кайма хатĕрленет.

«Ĕçне кура хисепĕ», – теççĕ халăхра. Зинаида Ивановнăна пархатарлă ĕçĕшĕн Вĕрентÿ министерствин тата районти управленийĕн Грамотисемпе наградăланă. Апла пулсан хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вĕри чĕреллĕ вĕрентекене малашнехи пурнăçра ырă сунмалли çеç юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика