30 декабря 2009 г.
КИВĔ ШĂМĂРШĂРА ят-сумлă, ерипен ватлăх пусмин картлашкисем тăрăх хăпарса пыракан хĕрарăмсенчен пĕри – А.Евдокимова. Ялти ытти ватăсем пекех, пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене сахал мар чăтса ирттернĕ Санюк аппа. Чи йывăр тиеве, паллах, Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче туртнă.
Хаяр вăрçă пуçланнă чухне, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче, Санюк вун çиччĕре пынă. Хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле вăл колхоз çаранĕнче ыткăнса утă çулнă, вырма вăхăтĕнче çурлапа тырă вырнă, ăна кĕлтене çыхса сурата хывнă, йĕтемре тăпачпа çапса тырă тĕшĕленĕ, михĕсене тултарнă. Тулли михĕсене яшсем лавсемпе чукун çул станцине ăсатсах тăнă. Никам та нăйкăшман, фронтра хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр тăшманпа патăррăн çапăçакан салтаксемпе офицерсене çăкăрпа пĕр тикĕс тивĕçтерсе тăмаллине кашниех лайăх ăнланнă.
Çав çулах, декабрь уйăхĕнче, районти ялсенчен, çав шутра Кивĕ Шăмăршă çыннисене те, Улатăр таврашне окопсем чавма ăсатнă. Хĕрĕх градусри сивĕре вĕсем ир пуçласа сĕм-çĕрлеччен ĕçленĕ, кĕреçе-лума алран яман (тăшман Улатăр еннелле тапăнса килес хăрушлăх пысăк пулнă, çавна май оборона сооруженийĕсем тунă).
Кун хыççăн Санюкпа тантăшĕсем çар заводĕнче вăй хунă. Тăшманпа кĕрешме орудисем валли снарядсем туса кăларнă вĕсем, нумай чухне станок умĕнче икшер смена ĕçленĕ.
1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче фашистла Германие çĕнтерсен Санюкпа унăн юлташĕсем тăван колхозра, уй-хир бригадинче тăрăшнă. Часах çĕнтерÿçĕ-салтаксем киле таврăнма пуçланă. Орденпа медальсен кавалерĕ, Петр Евдокимов Санюк пурăнакан çурт еннелле сукмак хывнă. Пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем темиçе уйăхран пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Туслă çемьере умлă-хыçлă 10 ача çуралнă. Вĕсене ура çине тăратассишĕн, тивĕçлĕ пĕлÿ парассишĕн ырми-канми тăрăшнă ашшĕпе амăшĕ. Ачисене пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса пынă вĕсем.
Евдокимовсен ачисем тĕрлĕ специальноç илсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Вĕсем хушшинче инженерсемпе строительсем те, поварсемпе кондитерсем те, чукун çул техникĕсем те пур. Питĕ шел, кил хуçи, Петр Ермолаевич, ачисемпе нумай савăнса пурăнайман – çутă тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă.
Тивĕçлĕ канăва кайсан та темиçе çул уй-хир бригадинчех тăрăшнă Санюк аппа. Пархатрлă ĕçшĕн ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе чысланă. Маларах вара, «Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, «Ача амăшĕ-героиня» орденпа, юбилей медалĕсемпе наградăланă пулнă.
Декабрĕн 30-мĕшĕнче Александра Кирилловна 85 çул тултарать. Юбилей кĕрекине унăн 10 ачи, мăнукĕсем, мăнукĕсен 12 ачи, шăллĕпе йăмăкĕ, кинĕсемпе кĕрÿшĕсем, ытти тăванĕсем пуçтарăнаççĕ. Вĕсем хăйсен хаклă та ытарайми çыннине чаплă юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.