30 декабря 2009 г.
ЭНТĔРЬЕЛĔНЧИ Культура çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» фольклор ансамблĕ (илемлĕх ертÿçи И.Федорова) ялти халăха тăтăшах илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарать. Районти тата республикăри фестивальсенче те хăйĕн пултарулăхне кăтартать коллектив. Акă, кăçал Шупашкарта Республика кунĕнче иртнĕ, Аслă Çĕнтерÿ юбилейне халалланă «Алăкран тухрăм, ай, тайăлтăм...» фестивальте ансамбль ял хĕрне хаяр вăрçа ăсатнине чун хумханмалла ĕнентерÿллĕн сăнласа панă.
Çак ÿкерчĕкре эсир Г.Корняковапа (сулахайри) А.Кузьминана куратăр. Вĕсем ансамблĕн хастар юрăç-ташăçисем. 2009 çул çак хĕрарăмсемшĕн концертсемпе кăна мар, пурнăçри чаплă пулăмсемпе палăрса юлчĕ: Галина Анатольевна – 50 çул, Антонина Александровна 70 çул тултарчĕ. Иккĕшĕ те – 3 ача амăшĕсем.
Г.Корнякова 1980 çултанпа, Канашри педагогика училищине пĕтернĕренпе, Шăмăршăри «Аленушка» ача садĕнче тăрăшать. Ырă кăмăллă, ĕçчен воспиателе коллективра та, ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. А.Кузьмина клуб заведующийĕнче, совхоз производствинче ĕçленĕ. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе коллектив, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Юлашки 15 çул – тивĕçлĕ канура.