30 декабря 2009 г.
ЛАЙĂХ кÿршĕ тăванпа пĕр пекех пулĕ тесе шутлатăп эпĕ. Пиртен инçех мар – икĕ кил урлă – Нина Яковлевна Ларионова пурăнать. Хуйхă-суйхă, савăнăç пулсан та эпĕ унпа сăмахлатăп. Мĕнле ăшă туйăм тапса тăрать ун чĕринчен. Çур сăмахранах çынна ăнланать вăл. Килен-каяна нихăçан та çăкăр-тăварсăр кăларса ямасть. Унăн чунĕнче чăвашăн пĕтĕм ырă кăмăлĕ пытарăннă тесе каласа килет. Шÿтлеме юратать тата. Кашни шÿчĕ – хаваслă кулă, темле асамлăх тĕнчи. 80 çула çитрĕ пулин те, халĕ те кĕлеткине тÿрĕ тытса утать, аллине патак тытмасть-ха. Çамрăксенчен пĕрре те юлмасть, кашни кун урама уçăлма тухма та ÿркенмест. Эпĕ пынă чухне те ялта пурăнакан хĕрĕ патне кайма хатĕрленетчĕ. Мана курсан вара савăнсах кайрĕ. Часах эпир сĕтел хушшине вырнаçса лартăмăр. Килен-каяна хăйĕн пурнăçĕнчи кăсăк самантсем çинчен каласа пама юратать Нина аппа, шуса иртнĕ кун-çулĕ пирки каласа парсан яланах куçĕ шывланать.
– 1929-мĕш çулта, ноябрĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ эпĕ – сăмах çăмхине сÿтме пуçларĕ Нина Яковлевна. – Йывăр пурнăçа пула атте хулана тухса кайнă, темиçе чĕнсен те анне унпа пĕрле кайма килĕшмен. Тăватă ачана çитĕнтерме аннене йывăр пулнă. Эпĕ ун чухне – иккĕре çеç. Аннене питĕ шеллеттĕмĕр, мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшаттăмăр. Аслă тете, Иван, çап-çамрăклах колхозăн сысна фермине ĕçлеме кайрĕ. Палля тете те уй-хир ĕçне кÿлĕнчĕ. Анне пире мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхтерчĕ. Килте те, уй-хирте те тăрăшса ĕçлеттĕмĕр.
Эпĕ 12 çулта чухне сасартăк Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланса кайрĕ. Аслă тетен салтакран таврăнмаллаччĕ ĕнтĕ, анчах кĕтсе илеймерĕмĕр. Ăна унтанах фронта илсе кайнă. Часах Палля тетене те йĕре-йĕре ылханлă вăрçа ăсатса ятăмăр. Выляса савăнма вăхăт пулмарĕ, çамрăклăх мĕн иккенне сисмесĕрех юлтăмăр. Тăхăнмалли çуккипе, 5 класс пĕтерсен шкулпа сыв пуллашма тиврĕ. Аппапа пĕрле колхозра ырми-канми ĕçлеме пуçларăмăр. Кĕлете тырă кĕртеттĕмĕр, йĕтем çинче ĕçлеттĕмĕр. Выçăллă-тутăллă, сертепе пултăран яшки çисе ÿсрĕмĕр. Анне колхозри столовăйĕнче те ĕçлерĕ. Питĕ чăтăмлă хĕрарăмччĕ, нимле ĕçрен те хăрамастчĕ. Часах ăна Улатăр çывăхне окоп чавма илсе кайрĕç. Кукамай пире кашни кунах киле-киле пăхатчĕ. Питĕ маттурччĕ, тирпейлĕччĕ. Пире те хăй пек пулма вĕрентетчĕ...
Çапла, 14-15 çулхи хĕрсемпе каччăсем Çĕнтерĕве çывхартас тесе аслисемпе пĕр танах ĕçленĕ.
Часах вăрçă чарăннă. Çĕнтерÿçĕ салтаксем киле таврăнма пуçланă. Нина аппа та икĕ тетĕшне савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ, анчах ашшĕ фронтран таврăнайман. Вăрçă пĕтиччен темиçе кун маларах ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Вăрçă хыçăн та пурнăç çăмăл пулман. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Нина та, мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратаканскер, юлташĕсемпе пĕрле татах та хастартарах пулма тăрăшнă, колхозри пĕр ĕçрен те юлман.
20 çул тултарсан вăл хăйĕн юратнă каччипе, Петр Федорович Ларионовпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ ял Советĕнче агентра вăй хунă. Анчах пĕрле нумай та пурăнайман, Петр Федоровича салтака илсе кайнă. Нина, упăшкинчен йывăр çын юлнăскер, 3 çул салтак арăмĕ пулса пурăннă. Хунешшĕпе хунямăшĕ тата мăшăрĕн йăмăкĕ Улька инкĕшне питĕ юратнă, хисепленĕ. Ял çине ят яман, килĕштерсе пурăннă.
Салтакран таврăнсан мăшăрĕ суд исполнителĕ пулса ĕçленĕ, Нина вара бригадăри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. 5 ача çуратса ÿстернĕ вĕсем. Ачисем пурте вăтам шкул пĕтернĕ, хăйсене кирлĕ професси суйласа илнĕ. Анчах та, шел, темиçе çул каялла ашшĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă.
Нина аппа тивĕçлĕ канăва тухиччен колхоз правленийĕнче тата шкулта техничкăра та ĕçленĕ. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн ăна «Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн» медаль панă.
Халĕ Нина аппа пĕчченех пурăнать. Вăхăт иртнĕçемĕн чун тĕпренчĕкĕсем тĕрлĕ хуласене саланнă, пĕр хĕрĕ, Надя çеç ялта тĕпленнĕ. Вăл кашни кун тенĕ пекех амăшĕ патне килсех тăрать, ачисене те каç выртма ярать.
Нина аппа, ватă пулин те, пĕр кун та ĕçсĕр лармасть. Кил хушшинче кăштăртатать, выльăх та усрать. Килĕнче ун яланах тирпейлĕх хуçаланать. Кашни япали хăй вырăнĕнче. Çуллахи вăхăтра пахчи мĕнле хитре! Çĕр улми йăранĕсем çум курăксăр пулни тĕлĕнтерет. Пахча-çимĕç мĕн чухлĕ туса илет тата! Пĕчĕк пахчи уйрăмах илĕртÿллĕ. Тĕрлĕ сортлă улма йывăççисем пĕлĕтелле кармашаççĕ, пÿрт йĕри-тавра лартнă тĕрлĕ чечексем таçтанах курăнса лараççĕ. «Килĕр, килĕр, пăхăр пирĕн çине», - тенĕ пекех туйăнать.
Çапла, тасалăха, илемлĕхе юратать Нина аппа, хăйĕн чун канăçлăхне тупать. Йывăр ĕçсене тума хулари ачисем яланах килсе тăраççĕ. Пÿрте кĕричченех ĕç тытаççĕ. «Тата мĕн тумалла;» - тесе ыйтаççĕ.
Паллă юбилее вара пĕтĕм ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Нумай-нумай хаклă сăмахсем каларĕç юратнă амăшне, кукамăшне, асламăшне. Ташларĕç, юрларĕç, хаклă парнесем пачĕç.
«Ачамсем мана юратнăшăн, хисепленĕшĕн, çĕр-шыва юрăхлă çын пулнăшăн чунтанах савăнатăп», – терĕ Нина аппа савăнăç куççульне шăлса.