13 января 2010 г.
ÇĔНĔ çул умĕн Çĕнĕ Чукалта хăйне евĕр паллă событи пулса иртрĕ – декабрĕн 29-мĕшĕнче ялта Турă Амăшĕн Хусанти иконĕн ячĕллĕ чиркÿ уçăлчĕ. Ăна малтан пулнă чиркÿ вырăнĕнчех туса лартнă. лăх йышлă пухăнчĕ. Чиркĕве святить тума Шупашкарпа Чăваш хушшинчи чиркÿсене пăхса тăракан Варнава митрополит, епархи духовникĕ Геннадий протоиерей, кăнтăр районĕсен V округĕн благочиннăйĕ Анатолий протоиерей тата ытти священниксем килчĕç. Турă çурчĕ уçăлнине палăртма район пуçлăхĕ В.Фадеев та килсе çитрĕ.
Священниксене чиркÿ умĕнче çак ял çынни – Ульяновскра предпринимательте тăрăшакан П.Кузнецова çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. (Йывăçран тунă чиркÿ тăкакĕсен ытларах пайне Перасковья Васильевна хывнă). Кун хыççăн священниксем тата халăх чиркĕве кĕчĕç.
Малалла вара, Варнава митрополит ертсе пынипе, священниксем çĕнĕ чиркĕве святить тунипе çыхăннă кĕлĕ пуçланчĕ. Чиркÿ службине Шупашкартан килнĕ юрăçсем илемлетрĕç. Геннадий протоиерей чиркĕве пухăннă халăха яланах Турă халалĕсемпе пурăнма, ырă ĕçсем тума, çылăхсемшĕн ÿкĕнме чĕнсе каларĕ.
Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн Варнава митрополит чиркÿ тума пысăк тÿпе хывнăшăн П.Кузнецована Епархи Грамотипе наградăларĕ. Вăл çавăн пекех Турă çуртне тума пулăшнă ытти çынсене, тирпейлĕ те илемлĕ чиркÿ тунă платниксене те чĕререн тав турĕ, Турă пилĕпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Чукалтан таврăннă чухне Варнава митрополит тата Шупашкартан килнĕ ытти священниксем Шăмăршă чиркĕвне те кĕрсе тухрĕç. Вĕсене кунта чиркÿ настоятелĕ Николай протоиерей тата район пуçлăхĕ В.Фадеев кĕтсе илчĕç. Шăмăршăри Калашниковсен килĕнче упраннă, 2009 çулхи кĕркунне чиркĕве тавăрса панă Турă Амăшĕн икони умĕнче священниксем чĕркуçленсе сăхсăхрĕç, Унран пил-сăвап ыйтрĕç.
Кун хыççăн вĕсем Шăмăршăра тăвакан çĕнĕ чиркÿ стенисене пăхса çаврăнчĕç, сăваплă ĕç тивĕçлĕ пахалăхпа пынине палăртрĕç. Варнава митрополит Турă çуртне малалла туса çитерме пиллерĕ.
Районта çĕнĕ чиркÿсем тăвас енĕпе тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнăшăн Варнава митрополит район пуçлăхне В.Фадеева чĕререн тав турĕ, яланах Турă пилĕпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ.