13 января 2010 г.
ЙЫВĂÇРАН тĕрлĕ япаласем тата хитре эрешсем касса тăвакансене халăхра ĕмĕртенпех «ылтăн алăллă» тенĕ. Алă ăсталăхĕ çеç çителĕксĕр кунта, чун ăшши, пысăк хавхалану кирлĕ. Тата – хăвăн ĕçне чĕререн юратни.
Кивĕ Чукалти А.П.Малеев – «ылтăн алăллисенчен» пĕри. Йывăçран мĕн кăна ăсталаман-ши вăл хăйĕн пурнăçĕн тăршшĕнче; Шахмат фигурисенчен пуçласа кăткăс çил арманĕн макечĕ таран. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.П.Малеев çак кунсенче хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Антон Петровичпа пирĕн корреспондент тĕл пулса калаçрĕ.
– Антон Петрович, иксĕмĕр юнашар ларса кун-çул çăмхине сÿтсе пырар-ха. Ачалăхăрпа çамрăклăхăра аса илейместĕр-ши;
– Ман ÿсĕмрисем – вăрçă ачисем. Çавăнпа та аса илÿсем те ытларах вăрçă вăхăчĕпе çыхăннă.
...Вăрçă чарăннă. Ял Совечĕн çурчĕ умне халăх митинга йышлăн пуçтарăннă. Нумайăшĕ савăнаççĕ, пĕр-пĕринпе кула-кула калаçаççĕ. Çав хушăрах куççульпе йĕрекенсем те пур. Хăшĕсен мăшăрĕсем, ашшĕсем, тетĕшĕсемпе шăллĕсем, çывăх тăванĕсем фронтран таврăнайман.
1945 çулхи сентябрь уйăхĕнче атте салтакран таврăнчĕ. Вăл артиллерист, оруди командирĕ пулнă, сержант пакунĕпе, кăкăр тулли медальпе килчĕ. Виçĕ хут аманса сипленнĕ.
Тепĕр уйăхран Ваня тете те çаврăнса çитрĕ. Вăл та вăрçăра виçĕ хут аманнă, сипленнĕ хыççăн каллех строя тăнă. Çав уйăхра учительсене, медработниксене тата виçĕ хут аманнисене килĕсене яма приказ тухнă пулнă.
– Антон, пире вĕренме май пулмарĕ. Эсĕ те вăрçă çулĕсенче шкула çÿреме пăрахнă иккен, мĕнле йывăр пулсан та малалла вĕренме тăрăш, – терĕ мана хистесех тете.
Çапла вăрçă хыççăн çĕнĕрен парта хушшине ларса 1946 çулта, вун улттă тултарсан, ялти çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухрăм. Çав çулах иккĕмĕш сыпăкри тăванпа Егор Малеевпа иксĕмĕр Патăрьелĕнчи педучилищĕне кайса экзамен тытрăмăр, пĕрремĕш курс студенчĕ пулса тăтăмăр. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсене чăтса ирттерсе 1950 çулта алла учитель дипломне илтĕмĕр. Эпĕ хамăр ялта, Якур Пулмантăшри çичĕ çул вĕренмелли шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме пуçларăмăр.
Мĕншĕн учитель пулма ĕмĕт тытнă-ха эпир; Пирĕн асаттепе асанне, эпĕ ас тунă çулсенче, хăйсен сарайĕнчи лаша вити пулнă хуралтăра пурăнатчĕç. Икĕ алăклă, самаях пысăк лаша витин пĕр алăкне çапса питĕрнĕ, пахча енне икĕ чÿрече касса уçнă, кăмака тунă. Ватăсем ĕмĕрĕсене çавăнтах пурăнса вĕçлерĕç.
Хăй вăхăтĕнче асатте – Степан Григорьевич Малеев – ял ачисене вĕрентме хамăр ялта шкул уçассишĕн тăрăшнă. 1897 çулта асаттен пысăк çурчĕн пĕр пайĕнче ачасене хут вĕрентме тытăннă – ялта шкул уçăлнă.
Вăтăрмĕш çулсенче, пуян тесе, асаттен пĕтĕм пурлăхне туртса илсе колхоза панă. Ялта пĕрремĕш шкул пулнă çурта ял пуçлăхĕсем аякран килнĕ тутарсене сутса янă, кил хуçине Улатăр тĕрмине ăсатнă.
Пирĕн пуçа «учитель», «шкул» сăмахсем яланлăхах кĕрсе юлнă. Çавăнпах пуль эпир, асаттен мăнукĕсем, вăрçă хыççăнхи çулсенче ялта чи малтан педучилищĕрен вĕренсе тухса учитель пулса тăтăмăр.
Салтакра пулса килсен те ачасене вĕрентрĕм. Ялта вăтам шкул уçăлсан аслă классене çар ĕçĕн пуçламăш пĕлĕвне илме пулăшрăм, «Зарницăпа» «Орленок» çарпа спорт вăййисене ертсе пытăм. 1989 çулта пирĕн шкулти «Орленок» команда районта пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Республика шайĕнче те лайăхпа палăртăмăр.
1955 çулта хамăр ялта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Лия Мироновнапа пĕрлешсе пĕр çемье çавăртăмăр. Пилĕк ача çуратса ÿстертĕмĕр, тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшрăмăр. Шел, мăшăрăм 65 çула çитсе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.
Мăшăрăмпа иксĕмĕр те пĕтĕм пурнăçа шкул ĕçне халалларăмăр. Ун чухне учительсем ялти мĕн пур обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Учительсем, ялти çамрăксемпе пĕрле, халăха час-часах концерт е спектакль лартса савăнтаратчĕç. Пирĕн коллектив хăйĕн пултарулăхне кÿршĕри Суйкăн, Пулмантăш, Пăчăрлă Пашьел, Ишлĕ-Матак, Саплăк ялĕсенче те кăтартса панă.
– Антон Петрович, чыслă ĕçĕре Тăван çĕршыв мĕнлерех хакларĕ;
– Вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн медальпе, юбилей медалĕсемпе чысларĕç, «РСФСР халăха вĕрентес ĕçĕн отличникĕ» хисеплĕ ят пачĕç. «Ĕç ветеранĕ» медаль те пур. Хисеп грамотисем нумай.
Çар ĕçĕ енĕпе рядовойран капитана çитрĕм. Паян та хама çар çынни пек туятăп.
Халĕ эпĕ кĕçĕн ывăлăн çемйипе пĕрле ялта пурăнатăп. Ал ĕç япалисем тума пăрахман-ха: сакăр вунна çитрĕм пулин те ăс-тăн çирĕп, куçсем те вичкĕн.
Çамрăксене ĕçе юратма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнес килет. Ĕç вăл – чун канăçĕ, пурăнма хавхалантаракан хăватлă вăй. Пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп.
– Хăвăра та ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр, Антон Петрович. Сирĕн ачăрсемпе мăнукăрсем, мĕнпур тăванăр, хăвăрăн вĕренекенĕрсем те юбилей саламĕ калаççĕ.
– Ырă сăмахшăн чĕререн тав тăватăп. Çулăмсем чылай пулин те, чунпа çамрăк-ха эпĕ. Сире те ăнăçу кăна сунатăп.