13 января 2010 г.
ÇАК кунсенче Палтиелĕнчи Культура çуртĕнче такмак калакансен, халăх юррисене юрлакансен, инструментсен ансамблĕсен, ташăçăсемпе купăсçăсен районти фестивалĕ иртрĕ.
Хăй тĕллĕн вĕреннĕ сцена ăстисенчен кашниех фестивале хăйне евĕр илемлетрĕ, пултарулăхпа палăрчĕ. «Инструментсен чи лайăх ансамблĕ» номинацире Кивĕ Шăмăршăри Ларшниковсен çемйи пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Чукалсен ансамблĕ иккĕмĕш пулчĕ. «Чи лайăх такмак калакан» номинацире Н.Поляковапа Л.Столярова (Карапай Шăмăршă) – пĕрремĕш, Н.Ильичевапа Л.Рубцова – иккĕмĕш, Г.Никитина виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. С.Еремеевпа Л.Рубцова (Чукал), В.Ларшников (Кивĕ Шăмăршă) «Чи лайăх ташлакан» номинацире призлă вырăнсене пайларĕç. М.Львовапа М.Денисова (Карапай Шăмăршă), И.Малеева (Кивĕ Чукал), çак ялти Культура çурчĕ çумĕнчи вокал ансамблĕ 1-3 вырăнсене тухрĕç. «Чи лайăх купăс калакан» номинацире В.Иванова (Çĕнĕ Тăрăн) çитекен пулмарĕ. А.Андроновпа (Пуянкасси) С.Алтынбаев (Палтиел) – иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Призлă вырăнсене тухнисем район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн Грамотисемпе призĕсене тивĕçрĕç.