Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат тухать – чун савăнать...

16 января 2010 г.

ЯНВАРЬ уйăхĕ хаçатра ĕçлекенсемшĕн икĕ пысăк уявпа асра юлать: иртнĕ юн кун Раççей пичечĕн кунне паллă турăмăр, ыран вара Чăваш пичечĕн кунне чыслăпăр.

Республикăри журналистсен туслă йышĕпе пĕрле «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те халăхшăн усăллă ĕç тăваççĕ. Çакна хаçат тиражĕ пысăклансах пыни те çирĕплетет: пĕлтĕрхи иккĕмĕш çур çулта «Шăмăршă хыпарĕпе» 1550 çын туслă пулнă пулсан, кăçалхи пĕрремĕш çур çул валли «районкăна» 1752 çын çырăннă. Апла пулсан, халăх хаçата хисеплесси ÿссех пырать, район хыпарĕсене пĕлсе тăрас текенсен йышĕ пысăкланать.

Хаçат ĕçченĕсем – хăйне евĕр уйрăм çынсем. Кунта пултарулăх та, гражданла яваплăх та кирлĕ. Журналистсен халăх шанăçне тÿрре кăлармалла. Сăмах вăйĕпе пĕлсе те вырăнлă усă курмалла. Мĕншĕн тесен, хаçат общество шухăш-кăмăлне йĕркелеме пулăшать. Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те курмасăр тăмалла мар.

36 çула яхăн хаçатра ĕçлесе, тем те курнă, тем те тÿснĕ. Тепĕр чух алă усăннă вăхăт та пулнă пуль, çÿлтисем пустуях ятланăшăн чун та ыратнă, анчах çав-çавах хаçат ĕçĕнчен уйрăлмарăм. Юратнă ĕç – ĕмĕрлĕхех, телейĕм те – хаçат ĕçĕнчех.

Уяв ячĕпе сире, журналистсемпе обществăлла корреспондентсем, пичет ветеранĕсем, хаçата вулакансем патне вăхăтра çитерессишĕн тăрăшакан почта ĕçченĕсем! Пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика