16 января 2010 г.
КИЛТИ хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усрани ял çыннин пурнăçне лайăхлатма нумай пулăшать. Çакна Пуянкасси ял поселенийĕнче пурăнакансем аван ăнланаççĕ. Кунта икĕ-виçĕ пуç ĕне, çирĕм-вăтăр пуç сысна усракансем чылай.
Акă, Пуянкассинчи Борис Калашниковăн кил картинче – тĕрлĕ ÿсĕмри çĕр пуçа яхăн сысна. Çăвăрлаттаракан амасем кăна саккăр. Борис Васильевич сысна ашĕ тата çурасем сутса тупăш курать. «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе патшалăхран çăмăллăхлă кредит илсе, вите-хуралтисене çĕнетнĕ, анлăлатнă.
Çак ялти Виталий Антонов мăйракаллă шултра выльăхсем йышлă ĕрчетет. Сăвăнакан икĕ ĕне тата тĕрлĕ ÿсĕмри пилĕк пăру усрать. Сыснасем те пилĕк пуç. Виталий Николаевич – паллă хурт-хăмăрçă та. «Вĕлле хурчĕсем сывлăха çирĕплетеççĕ, чир-чĕртен упраççĕ», – тет ĕçчен хресчен.