Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем çирĕм саккăрăн пулнă...

16 января 2010 г.

ВУН ПĔР çула пуснăччĕ эпĕ ун чух. Вырсарни кун, 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Эпир, ыйхăран вăраннă ачасем, выляма урама тухнă. Хĕрарăмсем кĕтÿ хăвалаççĕ, арçынсем колхоз ĕçне утаççĕ. Кĕçех çынсем «вăрçă» та «вăрçă» текелени илтĕнме тытăнчĕ. Малтанласа ку сăмахсене хăракаласа, унран та ытларах – шанмасăр, иккĕленсе çеç калатчĕç пулсан, кăнтăрла тĕлне усал хыпар чăнах пулни çирĕпленчĕ: ирхине тăватă сехетре фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла, кĕтмен çĕртен тапăннă иккен. Кĕçех нимĕçсем пирĕн ял-хуласем çине бомбăсем тăкнине те пĕлтĕмĕр...

Ял пушанма тытăнчĕ. Вăй питти арçынсем повестка илеççĕ те ик-виçĕ кунтан вăрçа тухса каяççĕ. Кашни килте тенĕ пекех хĕрарăмсемпе ачасем татăлса йĕни илтĕнет: фронта каякансен шăпи иккĕллĕ-çке: те каялла çаврăнса килейĕç, те çук...

Вăй питти çынсем çитменрен пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе ватă çынсем çине тиенчĕ. Пирĕншĕн те, вĕтĕр-шакăршăн, ачалăх ытла та ир вĕçленчĕ: савăнса выляс чухне аслисемпе пĕр тан колхозра ĕçлеме тиврĕ...

Юнлă çапăçу хирĕсенчен хăрушă хыпарсем килсех тăраççĕ. Фашистсем çаплипех малалла сĕкĕнеççĕ. Нимĕçсем Курск хулине çавăрса илни ял-йыша самаях пăшăрхантарчĕ. 132-мĕш стрелковăй дивизи тăшман ункине лекнĕ иккен. Унти 712-мĕш полкра пирĕн район çыннисем те çапăçнă – сакăр вунă çын, вĕсенчен çирĕм саккăрăшĕ – виçпÿртшăмăршăсем: Н.Яковлев (СССР халăх артисчĕн ашшĕ), П.Архипов, В.Архипов, М.Петров, В.Поспелов, М.Семенов, В.Смирнов, Д.Тимофеев, Х.Мулендеев, И.А.Крылов, И.М.Крылов, Н.Крылов, Н.Кузьмин, М.Гладков, С.Фролов, Л.Кашкров, В.Ишуков, Н.Падиаров, В.Марков, А.Савельев, Г.Харитонов, И.Убасев, Э.Юманов, И.Юманов, Т.Ухтияров, С.Ухтияров, И.Яковлев, В.Ямщиков.

Вăйсем тан мар пулнă. Ункăран тухас тесе, совет салтакĕсем пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă, талăкра фашистсен вуншар та вуншар атакине сире-сире янă. Çавах та юнлă çапăçусем витĕр пирĕннисем, пысăк çухатусемпе пулин те, ункăран тухма пултарнă, Орел хули патнелле чакнă. Шел, çак тамăкран хăтăлнă çирĕм сакăр Виçпÿрт Шăмăршă салтакĕ Çĕнтерÿпе киле таврăнайман – тĕрлĕ çĕрте паттăррăн пуç хунă е хыпарсăр çухалнă.

1941 çулхи декабрь вĕçĕнче нимĕçсене Мускав патĕнчен каялла хăвалма тытăнни çынсен чун-чĕрисенче шанăç çуратрĕ. Çĕнтерĕве çывхартас тесе кашниех хăйĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшрĕ.

Ял çыннисемшĕн 1942-1943 çулсем уйрăмах йывăр килчĕç. Çиме çăкăр çитместчĕ. Пур пек тырра йăлтах фронта ăсатнă. Ячĕшĕн тенĕ пек çăнăх янă курăк яшки сыпкалаттăмăрччĕ те, хире вăкăрсемпе суха тума тухаттăмăр.

Вăрçă вĕçленсен çеç ял халăхĕ çăмăллăн сывласа ячĕ. Унтанпа кăçал 65 çул çитет ĕнтĕ. Унтанпа эпир те, вăрçă ачисем, самаях ватăлтăмăр ĕнтĕ, çÿçсем те тахçанах шуралчĕç. Вăрçă çулĕсенчи йывăр ачалăха аса илсен вара халĕ те куçран куççуль тухать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика