16 января 2010 г.
ЛАЙĂХ çынсем хăйсен хыççăн яланах ырă ят хăвараççĕ. Анат Чаткасра çакнашкал паллă çынсем хушшинче – Никифор Васильевич Патов (1882-1954) тата Филипп Афанасьевич Афанасьев (1899-1979). Учительсем пулнă вĕсем. Ф.Афанасьев – манăн атте.
1932 çулччен пирĕн ялта пуçламăш шкул çеç пулнă. Унта ачасене иккĕн кăна – маларах асăннă çынсем – вĕрентнĕ, кашниех икшер класпа ĕçленĕ.
Н.Патов ĕçе чунтан парăннă, тарăн пĕлÿллĕ педагог пулнă. Пурнăçра темĕн те тума пĕлнĕ вăл: сĕрме купăспа ăста вылянă, ялта чи малтан пахча-çимĕç ÿстерме пуçланă, ăста çĕвĕç шутланнă. Унăн Валентинпа Вячеслав ывăлĕсем те ашшĕн çулнех суйласа илнĕ, Геннадий Днепропетровскри сăрт-ту институтĕнче вĕреннĕ. Шел, Аслă Отечествăлла вăрçăран таврăнма пÿрмен ăна.
Никифор Васильевич ăс панă ачасем пĕлÿ шайĕ пысăк пулнипе палăрса тăнă, каярахпа самаях паллă çынсем пулса тăнă. Н.Патов хăй те РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕн хисеплĕ ятне тивĕçнĕ.
Ф.Афанасьева илес пулсан, вăл учитель ĕçне вун ултă çултах пуçăннă. Малтанах вăл Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртре, Патирекри пуçламăш шкулсенче ĕçленĕ, 1919-1959 çулсенче, мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех, хамăр ялти шкулта вăй хунă.
1932 çулта Анат Чаткасра çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлсан аттене, куçăмсăр майпа вырăс чĕлхипе литература учительне вĕренсе тухнăскере, унăн директорĕ пулма çирĕплетнĕ. Вăл талантлă педагог çеç мар, ăста общественник пулнипе те палăрса тăнă. Республикăри, районти çут ĕç инспекторĕсем Н.Патовпа Ф.Афанасьев ĕçне яланах лайăхпа кăна палăртнă. Пĕр тĕслĕх çеç: 1924 çулта, тăваттăмĕш класс пĕтерекенсен экзаменĕнче Шупашкартан килнисем ачасен пĕлĕвĕ çÿллĕ шайра пулнине палăртнă. Çакна республика шайĕнче те çирĕплетнĕ.
1930 çулта аттене районти халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующийĕн ĕçне шанса панă. Аслă Отечествăлла вăрçăран суранланса таврăнсан та çак лава туртма тивнĕ ăна. Ăçта ĕçлесен те хăйĕн вăй-халне, пĕлĕвне шеллемен вăл, хыçран ырă ят çеç хăварнă. Шкулсем уçма, вăрçă вăхăтĕнче ача сачĕсем йĕркелеме, паллах, пĕрре те çăмăл пулман. Анчах пуçне усман вăл, хăйĕнчен мĕн килнине ытларах та тунă пулĕ.
Тепĕр тĕслĕх илсе кăтартасшăн. Ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçăлсан пуян çынсен çурчĕсенчен шкул çурчĕсене йĕркеленĕ, сад лартса хăварнă. Шкулăн 5 гектар çĕр, икшер ĕнепе лаша, ама сыснасем (пыра киле вĕсен шучĕ çирĕм пуç патнех çитнĕ) пулнă. Выльăхсене усрама витесем тунă. Вĕренекенсене çулталăк тăршшĕпех (çулла та) вĕри апатпа тивĕçтернĕ.
Мĕнле кăна обществăлла ĕç шанса паман-ши Филип Афанасьевича; Сельпопа колхозри ревизи комиссийĕсен председателĕ, суйлавсем вăхăтĕнче участок комиссийĕн председателĕ, агитатор, парти вĕрентĕвĕн ертÿçи, шкулти тата территори парторганизаци секретарĕ, лектор, Ронон обществăлла инспекторĕ пулнă вăл, çынсемпе тăтăш курнăçнă. Çакăншăн хисепленĕ те ĕнтĕ ăна ялта.
Ф.Афанасьев 1939 çултан пуçласа 1959 çулччен, пенсие кайиччен, пĕр улшăнмасăр завуч пулнă. Çак тапхăрта нумай та нумай çамрăк учителе педагог ăсталăхне алла илме пулăшнă: опычĕ, методика ăсталăхĕ чăннипех те пысăк пулнă унăн.
Пенсие тухнă хыççăн педагогика ĕçĕн ветеранĕ каллех обществăлла ĕçсенчен уйрăлман, çынсемпе çывăх пулма тăрăшнă – вăл пурнăçланă ĕçсен шучĕ те çук пулĕ. Ахальтен мар-тăр ăна (çавăн пекех Н.Патова) Чăваш Патшалăх университечĕн пĕрремĕш ректорĕ (сăмах май, вăл та пирĕн ялсемех) «вĕрентÿ ĕçĕн патриархĕсем» тесе хакланă. Аттен патшалăх наградисем те сахал мар, вĕсенчен чи пысăкки – Ленин орденĕ.
Ф.Афанасьев çуралнăранпа 110 çул çитрĕ, Н.Патов çут тĕнчене килнĕренпе – 127 çул. Манман, манмаççĕ вĕсене вĕсем вĕрентсе, ăс парса, пурнăç çулĕ çине кăларнă çынсем. Çакна вĕсен вил тăприйĕсемпе юнашар, палăксем вырăнне, шкул парттисене лартни те лайăх çирĕплетет.