Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унра хастарлăх иксĕлмест

16 января 2010 г.

ПАЛТИЕЛ – ман тăван ялăм. Ĕлĕкхипе танлаштарсан нумай улшăнчĕ вăл. Астăватăп-ха пылчăклă аслă урампа шкула кайнине. Халь унта тип-тикĕс асфальт çул. Çак урамри хитре йывăç çуртра Ангелина Георгиевна КУЗЬМИНА (хĕр чухнехи хушамачĕ Чиндарева) хăйĕн кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать. Унăн паллă юбилейĕ çитрĕ, вăл 70 çул тултарать.

Ангелина 1940 çулта кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Палтиел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Георгий Иванович Чиндарев, амăшĕ, Александра Андреевна Чиндарева, питĕ ĕçчен те тирпейлĕ çынсем пулнă. Хурт-хăмăр ăстисем тăван çĕре юратнă. Икĕ хĕр çуратнă вĕсем, анчах ашшĕ виççĕмĕш хĕрĕ çуралнине курайман, салтака кайнă. Çак вăхăта аса илме Ангелина Георгиевнăна ытла та йывăр пулчĕ. Аса-илÿ çăмхине куççульпе сÿтме пуçларĕ.

– Атте салтака кайнă чухне эпĕ икĕ уйăхра хырăмра юлнă. Шăпа тени пире пĕрре те шеллемен. Атте финн вăрçине лекнĕ. Киле таврăнса ĕлкĕреймен, Тăван çĕршывра Аслă Отечествăлла вăрçă вучĕ алхасса кайнă. Пуçланнă вара нихăçан манăçми çулсем... Анне виçĕ хĕрĕпе тăрса юлнă. Юрать-ха пире асаттепе асанне пăхнă. Анне ыттисемпе пĕрле шартлама сивĕре Кÿчеке вăрман касма кайнă. Çирĕп задание вăхăтра пурнăçламалла пулнă. Канаша лашапа тырă леçме те çÿренĕ. Мĕнле тÿснĕ-ши вăл; Йывăр пулсан та ĕне, хур усрама хăват çитернĕ. Сĕт-турăх пулнăран вилĕмрен хăтăлса юлтăмăр. Ялта выçăпа шыçăнса вилнисем те пулнă.

Атте вăрçăран çырусем яркалатчĕ. Вăл артиллери расчечĕн командирĕ, кĕçĕн сержант пулнă. «Эпир фашистсене хăваласа пыратпăр, часах çĕнтерÿпе киле таврăнăпăр», – тесе çырнă вăл пĕррехинче. Анчах кĕтни кăлăхах пулчĕ. Кенигсберг хул патĕнче 1945 çулхи нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнче атте хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.

Çапла, Ангелина Георгиевна ашшĕне курмасăрах тăлăха тăрса юлнă. Амăшĕ виçĕ хĕрне пĕччен çитĕнтернĕ. Шăпа тени ăна пĕрре те шеллемен. 8 класс пĕтернĕ Нина ятлă хĕрĕ ăнсăртран чирлесе вилнĕ. Тепĕр хĕрĕ, Зина, пединститутра вĕренекенскер, каникула килсен пусă тарасин кашти татăлса аннипе вилсе кайнă. Мĕнле чăтнă-ши çак хуйха амăшĕпе Ангелина Георгиевна; «Мĕн тăвас тетĕн, шăпаран иртеймĕн, Турри çапла çырнă пуль», – тенĕ амăшĕ куççульне тутăрпа шăлса. Йывăр хуйха ĕçпе пусарнă, картиш тулли выльăх усранă, кĕçĕн хĕрне, Ангелинăна, ура çине тăратма ĕмĕтленнĕ.

Ангелина Палтиелĕнчи вăтам шкула аппăшĕ пекех лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Анчах укçа-тенкĕ хĕсĕкрех пулнăран тÿрех малалла вĕренме каяйман, 4 çул тăван колхозра вăй хунă.

1961 çулта Палтиелĕнчи вăтам шкулта лаборанткăра ĕçленĕ. Качча тухсан библиотекăра ĕçлеме пикеннĕ. Мăшăрĕ, Анатолий Яковлевич Кузьмин, механизаторта тăрăшнă. Анчах та нумай ĕçлеймен, салтака кайма ят тухнă. Ангелина Георгиевна, йывăр çын пулса юлнăскер, 3 çул салтак арăмĕ пулса пурăннă. 1962 çулта çуралнă Юра ашшĕне палламан. Ангелина библиотекăрах ĕçленĕ. Куçăмсăр майпа Канашра педучилище пĕтернĕ. Пĕр çул учительте ĕçлесе пăхнă, анчах чунĕ библиотекăнах туртнă. Ачасем шкулти библиотекăна савăнсах çÿренĕ. Ангелина Георгиевна вĕсене яланах тараватлăн кĕтнĕ, кирлĕ кĕнекесене вăхăтра тупса панă. Ачасене хăйсене те кĕнекесене суйласа илме хăнăхтарнă. Çĕнĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе паллаштарнă. Библиотекăра иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнтарма тăрăшнă. Ангелина Георгиевна нихăçан та ахаль ларман. Çуллахи вăхăтра хирте ĕçлекенсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе тĕл пулнă, çĕршывра пулса иртекен лару-тăрупа паллаштарнă. Çапла, Палтиелĕнчи шкул библиотеки лайăххисен шутĕнче пулнă. Культура тилхепине Ангелина Георгиевна 34 çул тытса пынă, мĕн пенсие кайиччен çак ĕçрен уйрăлман.

Юратнă мăшăрĕпе, Анатолий Яковлевичпа, çемье тивĕçне те чыслăн пурнăçланă. 4 ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем. Пур ачи те вăтам шкул пĕтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Анатолий Яковлевич механизатор та, электрик та пулса ĕçленĕ. Тимĕрçĕ ĕçĕпе те пултаруллă пулнă. Юрă-ташă ăсти купăс лайăх каланă. Шел, 65 çула çитсен йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă кил хуçи.

Халĕ Ангелина Георгиевна кил хуçалăхĕнче ĕçлет. Ĕлĕкхи пекех хастар-ха. Хĕллехи вăхăтра алса-чăлха çыхать, мăнукĕсене пăхать. Çулла вара сад пахчинче хурт-хăмăр пăхать. «Вĕлле хуртсем пĕр канмасăр ĕçленине курсан чун савăнать, ватăлма та вăхăт çук, пурăнас та пурăнас килет çакă çутă тĕнчере», - тет вăл хăйĕн ĕçĕпе киленсе. Илемлĕхе, тăван тавралăха юратать. Хитре чечексем лартса ÿстерет.

Паллă юбилее вара пĕтĕм тăванĕсем, ачисемпе мăнукĕсем, кÿрши-аршисем пухăнĕç. Пурнăçăн анлă çулĕпе утма юман пек çирĕп сывлăх, пархатарлă кун-çул, çăл куç пек тапса тăракан вăй-хал сунĕç вĕсем Ангелина Георгиевнăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика