Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Архив – халăхшăн

16 января 2010 г.

КĔСКЕ СПРАВКА. Г.А.ГУСЯЧКИНА 1957 çулта Шăмăршăра çуралнă. Вăтам шкул пĕтерсен Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ пухнă, каярахпа патшалăх службин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă. Районти архивра 1997 çулхи февральте ĕçлеме пуçланă. Пархатарлă ĕçшĕн райадминистрацин вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн архив ĕçĕн тĕп специалист-экспертне Г.А.Гусякинана РФ Архив агенствин тата ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп Грамотисемпе наградăланă.

– Галина Алексеевна, тĕрлĕ документсене, пĕлтерĕшлĕ хутсене пухса-йĕркелесе, вĕсене ĕмĕрлĕх управа хурасси районти архив ĕç-хĕлĕнче тĕп вырăн йышăнать ĕнтĕ...

– Ку тĕрĕсех. Комплектовани списокĕнче – районти предприятисемпе организацисем, учрежденисем, район администрацийĕн тĕрлĕ пайĕсем, ял поселенийĕсем. Вĕсенчен кашнийĕнчех архив ĕçĕшĕн яваплă çынсем пур. Вĕсем ĕмĕрлĕх управа хума тивĕçлĕ, пысăк пĕлтерĕшлĕ хутсемпе тĕрлĕ документсене архива тăратаççĕ. Кунсăр пуçне районта малтан ĕçленĕ, кайран тĕрлĕ сăлтава пула хупăннă предприятисемпе организацисен, колхозсемпе совхозсен тата уйрăм çынсен документаци хучĕсем те районти архив хранилищинче упранаççĕ. Кашнийĕнпех уйрăм фонд йĕркеленĕ.

– Пур çĕрти пекех, ĕçре компьютер технологийĕсемпе те усă куратăр-и?

– Паллах. Архива килекен тĕрлĕ опиçсене, историлле справкăсене, ытти пĕлтерĕшлĕ хутсемпе документсене электронлă вариант çине те куçарса пыратăп. Пĕрлех хранилищĕри ытти материалсене электронлă верси çине куçарасси те малалла пырать. Паянхи кун тĕлне 3 верси-программа хатĕрленĕ. 2010 çулта 4-мĕш верси-программăна пуçламалла пулать. Электронлă материалсен копийĕсене кашни кварталтах Чăваш Республикин культура министерствин архив пайне куçарассине те йĕркеленĕ.

– 2009 çулта районти граждансем архива ытларах мĕнле ыйтусемпе килчĕç?

– Тĕпрен илсен, район çыннисем ытларах чухне ĕç стажне кăтартса çырассипе, вăл е ку çулсенче мĕн чухлĕ ĕç укçи илсе тăнине, патшалăхăн хăш наградисене илнине çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусемпе пулăшу ыйтаççĕ. Студентсем, таврапĕлÿçĕсем, обществăлла корреспондентсем те тĕрлĕ йышши информаци илме килеççĕ. 2008 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр архива килнисен йышĕ 3-4 хут ÿсрĕ. Вĕсен ытларах пайĕ – пенсие кайма хатĕрленекенсем е пенсионерсем. Шел, хăш-пĕрисен ыйтăвĕсене, архивра тивĕçлĕ хутсем пулманнипе, тивĕçтерме май килмест. Ку вăл хăй вăхăтĕнче уйрăм руководительсем явапсăрлăх кăтартнипе, архива предприятин е организацин ĕçлĕ хучĕсене управа тăратманнипе çыхăннă.

Архива тĕрлĕ облаçсемпе республикăсенчен те çырусем килеççĕ. Ентешсем тĕрлĕ справкăсем ярса пама ыйтаççĕ. Вĕсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшатăп.

– Калаçăва вĕçленĕ май, сире яваплă ĕçре чăтăмлăх тата ăнăçу сунатăп.

– Тавтапуç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика