16 января 2010 г.
ШĂМĂРШĂ ялĕнче çамрăк специалистсене ĕçпе тивĕçтересси мĕнлерех шайра? Тем пекех тăван тăрăхра вăй хурас килет, анчах ĕçсĕр сулланса çÿрекен çамрăксем нумаййи кăмăла хуçать. Çамрăксем валли малашлăх пур-ши? Кадрсене «çамрăклатас» тĕлĕшпе Шăмăршăра мĕнле те пулин ĕç пырать-ши?
Татьяна ЗАХАРОВА.
Шăмăршă ялĕ.
Çак ыйтусем çине хуравлама эпир Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕнчен В.К.АНДРОНОВРАН ыйтрăмăр.
– Раççейри тата Чăваш Республикинчи çивĕч проблемăсем, паллах, Шăмăршă ялне те пырса тивеççĕ, – терĕ В.К.Андронов. – Çапах та çамрăксене ĕçпе тивĕçтересси каччăсемпе хĕрсенчен хăйсенчен те килет. Эсĕ паянхи пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме пултаратăн-и, пурнăçра кирлĕ специальноçа суйласа илнĕ-и; Çук пулсан, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тыт, çĕнĕ специальноç илме тăрăш.
Район центрĕнче завод филиалĕ е çĕнĕ предприяти уçăласса çеç кĕтсе ларни – усăсăр ĕç. Çамрăксен хăйсен пуçаруллă та хастар пулмалла, харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе яма тăрăшмалла.
Сăмахран, Шăмăршăра автомойка, сувенирсемпе халăх ăсталăхĕн япалисене хатĕрлекен цехсем, тимĕрçĕ лаççи, шыв тата канализаци сетьĕсене монтажлакан предприяти («Тав» фирма майлă) çук. Çурта ăшăтакан система вырнаçтарма та, шыв кĕртме е канализаци тума та урăх районсенче специалистсем шыратпăр. «Коммунальник» МУП ку тĕлĕшпе нимĕнех те тумасть.
Мĕн каламалли – çуртри кивелнĕ электропроводкăна çĕннипе улăштаракан организаци те çук вĕт. Ирĕксĕрех лицензисĕр çынсене тархаслама тивет.
Шăмăршăра физкультурăпа спорт комплексĕ уçăлсан опытлă тренерсемпе секцисене ертсе пыракансем кирлĕ пулаççĕ. Çурт-хуралтăсем тума проектировщиксем питех те кирлĕ.
Район центрĕ вăрман хĕрринче вырнаçнă, çапах та çутçанталăк пуянлăхĕпе туллин усă курмастпăр. Мĕншĕн эмел курăкĕсем хатĕрлемелле мар; Е тата кăмпа-çырлана туянакан çук-и;
Çĕр çинче ĕçлеме те çамрăк алăсем кирлĕ. Кам ĕçлесшĕн – çĕрне пĕр чăрмавсăрах уйăрса паратпăр. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни те – тупăшлă ĕç. Патшалăх çăмăллăхлă кредит е каялла тавăрса памалла мар ссуда парса пулăшать.
Пĕр шухăшлисене пуçтарса кооператив йĕркелеме май пур. Тонни-тоннипе пан улми сая каять – мĕншĕн çак пуянлăха ĕçе кĕртме е вырнаçтарма тăрăшмалла мар; Сало е аш-какай тĕтĕмлекен цех та уçма пулать. Кивĕ хут, тимĕр-тăмăр, çĕтĕк пуçтаракан кооператив та кирлĕ.
Тата тепĕр сĕнÿ: çамрăк çынсем ООО йĕркелесе район центрне тирпей-илем кĕртес ĕçе хăйсем çине илме пултараççĕ. Вăрманта вутă-шанкă çĕрсе выртать – пуçтарса сутакансем тупăнмаççĕ.
Пултаруллă çамрăксем юбилейсемпе туйсем ирттерес ĕçе те хутшăнма пултараççĕ, районта хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тамадасем те çук. Видеосьемкăпа та укçа ĕçлесе тума пулать. Паян вара çак специалистсене Шупашкартан чĕнсе илеççĕ.
Кĕскен каласан, паян çамрăк çыннăн кам та пулин ĕç тупса парасса кĕтсе лармалла мар, ĕçе хăйсен шырамалла. Ку тĕлĕшпе сире ĕçе вырнаçтаракан центр та пысăк пулăшу парĕ.
Район центрĕн пуласлăхĕ – çамрăксенче. Кадрсене «çамрăклатса» пымаллине те ăнланатпăр. Пуçаруллă та пултаруллă, ĕçрен хăраман çамрăксем ытларах пулсан, ĕçсĕрлĕх ыйтăвне те татса пама май килĕ.