Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитмĕлтисем те компьютерпа ĕçлесшĕн

20 января 2010 г.

  ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнă: «... нанотехнологисене, биотехнологие, информаципе коммуникаци технологийĕсене тата ыт.те çирĕппĕн ĕçе кĕртсе пырсан, Чăваш Ен çитĕнÿ тăватех». Президент республика çыннисен компьютерпа ĕçлеме пĕлмеллех тесе питĕ тĕрĕс каланă. Çамрăксене çеç мар, аслăрах çулхи çынсене те компьютерпа ĕçлеме вĕрентмелле.

 Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти волонтерсен команди, информаци учителĕ Д.Н.Чугунов ертсе пынипе, ялти кашни çынна, çав шутра ваттисене те компьютера алла илме хăнăхтарма тĕллев лартнă. Хĕллехи каникул кунĕсенче Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсенчи пенсионерсем шкулти компьютер класне килчĕç. Аслă классенче вĕренекенсем пенсионерсене компьютер тытăмĕпе тата ĕçлеттермелли йĕркепе паллаштарчĕç.

– Компьютерпа ĕçлеме вĕренни тĕнчене тухнă пекех туйăнать, – тет чунтан хавхаланса Интернета «çул уçнă» В.П.Столяров пенсионер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика