20 января 2010 г.
РАИСА Владимировна Алексеева Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн ачаран бухгалтер пулма ĕмĕтленнĕскер, ялти шкул хыççăн Шупашкарти планпа экономика техникумне кайса кĕнĕ. Алла диплом илсен, направленипе Новосибирскри тырă йышăнакан предприятире ĕçленĕ.
«Çамрăк пулин те, çур çултанах мана çак пысăк предприятире тĕп бухгалтер пулма шанчĕç», – аса илет иртнине Р.В.Алексеева.
Тăван района таврăнсан, райĕçтăвкомăн культура пайĕнче, унтан пĕр улшăнми 24 çул хушши Шăмăршăри топсбытра тĕп бухгалтерăн йывăр лавне туртса пынă Раиса Владимировна. Хастар ĕçшĕн ăна Раççей Федерацийĕнчи Топливо промышленноçĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Юлашки çулсенче Р.В.Алексеева Шăмăршăри «Коммунальник» МУПра тăрăшать. Тĕп бухгалтера коллективра хисеплеççĕ, çамрăк бухгалтерсем унран опыт илеççĕ.
– Раиса Владимировнăпа ĕçлеме çăмăл, – тет «Коммунальник» МУП ертÿçи В.К.Воробьев. – Бухгалтери ĕçне вăл тĕплĕн пĕлет, отчетсене вăхăтра тата тĕрĕс хатĕрлесе парать.
Р.В.Алексеева çак кунсенче 55 çул тултарать. Чунĕпе çамрăк-ха вăл, сăнĕпе те илемлĕ. Юратнă ĕç ватăлма памасть тесе тĕрĕсех калаççĕ пуль çав.