Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ çинче

20 января 2010 г.

ВĔРЕНТЕКЕН çулне халалласа тата хĕллехи спорт сезонĕ уçăлнă ятпа шăмат кун Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Çынсене спорта анлăрах явăçтарас, халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе йĕркеленĕ ăна.

Чăнах та, çанталăк çак кун питех савăнтармарĕ, Хĕл Мучи хăлхасене самаях чĕпĕтрĕ пулин те, тĕп парнесемшĕн кĕрешме вун сакăр команда килсе çитрĕ. Эстафетăра вăй виçес текен йĕлтĕрçĕсене сезон пуçланнă ятпа Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Андронов ăшшăн саламларĕ, çĕнтерÿллĕ старт сунчĕ.

Ăмăртăва, яланхи пекех, шкул ачисем пуçларĕç. Икĕ хĕр ачапа виçĕ арçын ачаран тăракан командăсен спортсменĕсен йĕлтĕрĕсенчен вут тухманни кăна – пĕринчен тепри хытăрах вирхĕнеççĕ. Ку эстафетăра Анат Чаткас шкулĕн команди пуринчен те вăйлăрах пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – шăмăршăсем. Халиччен йĕлтĕр спортĕнче виçпÿртшăмăршăсем ытла палăрсах каймастчĕç пулсан, хальхинче вĕсен туслă команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Командăна старта тухма В.Бондареев тăрăшса хатĕрленине палăртса хăвармалла.

Ял поселенийĕсен командисен тупăшăвĕ те çивĕч иртрĕ. Эстафетăра уйрăм тапхăрсенче хĕрарăмсем арçынсенчен вăйлăрах пулни те палăрчĕ. Анчах та команда ăнăçлăхĕ – пĕрлĕхре. Ку тĕлĕшпе вара пуянкассисем палăрчĕç, çĕнтерĕве тăпăлтарса илчĕç-илчĕçех. Кăçал карапайшăмăршăсен иккĕмĕш вырăнпах çырлахма тиврĕ. Шăмăршă ял поселенийĕн команди – виççĕмĕш.

Çакна палăртма кăмăллă: Карапай Шăмăршăри ачасене сыватакан санаторире спорта аталантарас тĕлĕшпе юлашки çулсенче самаях лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Кунта ĕçлекенсен команди хальхинче те предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче чи вăйли пулнине хĕрÿ кĕрешÿре çирĕплетсе пачĕ. Палтиел ял поселенийĕн команди – иккĕмĕш, районти тĕп больница йĕлтĕрçисем – виççĕмĕш вырăнсенче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика