23 января 2010 г.
НУМАЯХ пулмасть районта вĕрентÿ учрежденийĕсен руководителĕсен, учителĕсен тата ача сачĕсен воспитателĕсен аттестацийĕн виççĕмĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ.
Иртнĕ çулхи ноябрь пуçламăшĕнче вĕсем аттестацин пĕрремĕш тапхăрне хутшăнса хăйсен предмечĕ тăрăх Шупашкарта экзамен тытрĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вара (Патăрьелĕнче), ноябрь вĕçĕнче, педагогсем компьютерпа информаци пĕлĕвне çирĕплетрĕç. Декабрьте вĕсем эксперт ушкăнĕ умĕнче – унта районти опытлă педагогсем, районти вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем кĕреççĕ – хăйсем ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕнче уçă уроксем пачĕç, методикăлла ĕçсен презентацисене ирттерчĕç, портфолио хÿтĕлерĕç.
Аттестацие 33 педагог хутшăнчĕ. Вĕсенчен 3-шĕ – аслă, 23-шĕ – пĕрремĕш, 7-шĕ – иккĕмĕш квалификаци категорине тивĕçессишĕн кĕрешрĕ. Аслă тата иккĕмĕш категорине илме ĕмĕтленнисем хăйсен тĕллевĕсене туллин пурнăçланă. Пĕрремĕш категорие тивĕçнисем – 21-ĕн.
Пĕтĕмĕшле илсен, педагогсен аттестацийĕ ăнăçлă иртрĕ.