Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРЕХ ХАЛĂХА ТĔП ТĂВАТЬ

23 января 2010 г.

ХАÇАТ ХĂНИ – ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ТАВА ТИВĔÇЛĔ ВРАЧĔ Е.В.ДОЛГОВА

– Елена Васильевна, историре ĕçкĕ-çикĕ уйрăм çынна кăна мар, халăха та пĕтернĕ тĕслĕхсем самай. Раççее те çакă пырса çапмĕ-ши?

– Каялла çаврăнса пăхар-ха. Большевиксен пĕрремĕш декречĕ – Мир декречĕ. Иккĕмĕшĕ – çĕр çинчен. Типĕ саккуна вара пурте пĕлмеççĕ-тĕр. 1919 çулта Ленин 1,5 градусран хаяртарах эрех кăларма чарасси пирки калакан документ çине алă пуснă. Эрех хатĕрлесе сутнишĕн вара пурлăха туртса илсе 5 çуллăха тĕрмене ăсатнă. Обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн – çулталăклăха ĕçлесе юсанма.

Паян çĕршыв эрех ытамне çакланнă. Хальхи вăхăтра çын пуçне çулталăкра 20 литр алкоголь каять. Кашни кĕтесре, хулара, ялта, çĕрле, кăнтăрла чикĕсĕр эрех туянма пулать. Скандинави хулисенче 30 пин çын пуçне пĕр эрех-сăра лавкки тивет пулсан, Раççейре – 240 çынна. Хăть ухмаха тухса кайиччен ĕç! Пурнăç япăх тесе ан ÿпкелеш. Çĕре выртсан – яланлăхах шăпланатăн.

– Ĕçкĕ-çикĕ сарăлассине чарма мĕн тумалла?

– «Культурăллă» тата «пĕлсе» ĕçни пирки сÿтсе явни хăрушă, «сиенсĕр» ĕçкĕ çук. Пысăк стаканран е хрусталь черккерен ĕçетĕн, çанă вĕçне шăршласа илетĕн е семгăпа çыртатăн – çав-çавах ÿсĕрĕлетĕн, этем ĕренкинчен тухать, пуç мими типет. Эпĕ эрех-сăра ĕçессине пач хирĕç.

– Типĕ саккун – çапах та хĕсĕрлени. Мăйкăчласа вара çăтмаха сĕтĕрмеççĕ. «Культурăллă», «кăштах» ĕçни, тен, çынна сиенлĕ йăласенчен хăпас шанчăк парать?

– Шутлама, калама тем те пулать. Социологи тĕпченĕ тăрăх, Раççейре пурăнакансен 50 проценчĕ алкоголе пăхăнса пурăнать. Ученăйсем Раççейре демографи кризисĕ кăна мар, халăх пĕтме пуçланине çирĕплетеççĕ. Çавăнпа çирĕп мерăсем йышăнмалла. Кăштах сыпни те эрех-сăра ĕçессинчен чараймасть, пач урăхла, çын ун патне туртăнать çеç. Юхан шыв – çăл куçран, ĕçкĕ черккерен пуçланать. Наркотик сарăлнине хирĕç кĕрешнĕ чухне никам та унпа «культурăллă», кăштах çеç тутанса усă курма сĕнмест. Пăртак çеç сыпни те сиенлĕ.

Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, çын пуçне талăкра 8 литр алкоголь тивсен этнос пĕтме пуçланине кăтартать. Раççейре вара 2000 çулта çак хисеп 18,5 литра çитнĕ. Халĕ вара 25 литр таран ĕçетпĕр.

1964 çулччен çын пуçне эрех ĕçесси патша вăхăтĕнчинчен иртмен. Халĕ пирĕн вилекенсем çуралакансенчен те ытларах. Чирлĕ, ăс енчен тайлăк ачасем нумай çуралаççĕ. Коррекци класĕсенче 16 пин ача вĕренет. Вăхăтсăр вилнисем тата! Эрехе пула мĕн чухлĕ çын пĕтет. Сывлăшри, çĕр çинчи аварисем мĕн чухлĕ! Хĕрарăмсем ача çуратаймаççĕ.

Вăраха кайнă вăрçă Аслă çĕршыв вăрçинчен те хăрушăрах. Эпир ун чухне пиншер, миллионшар çын çухатнă. Хальхинче вара шутласа та кăлараймăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика