23 января 2010 г.
ПĔР сăвăç калашле, конькипе пăр çийĕн вĕçсе пынă чух хăлхасем чăнах та хĕп-хĕрлĕ. Мĕн калăн – хĕл савăнăçĕ çакă.
Çĕнĕ Чукалта çак кунсенче хоккей коробки ача-пăча сассипе тулнă. Çакăншăн Сергей Симурзин нумай тăрăшрĕ: катока пăрлантариччен бортсене тĕпрен юсарĕ. Вăлах ял ачисемпе кунта тренировкăсем ирттерет. Электричество çути пулнăран, хоккей коробкинче каçхи вăхăтра та ачасен сасси татăлмасть. Ку çеç-и – ачисене кура нумайăшĕн ашшĕ-амăшĕ те конькисем çине тăрать. Ялта урă та сывă пурнăç йĕркине çирĕплетесси шăпах çакăнтан пуçланмасть-и вара; Сăмах май, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов та спортран аякра тăман çын, вăл – ăста хоккеист.