03 февраля 2010 г.
ÇАК кунсенче редакцие çыру килчĕ. Ăна Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, Челябинск облаçĕнчи Чеслински районĕнче пурăнакан Л.С.Юманова çырса янă.
"Сывă-и редакци! – çырать Людмила Сергеевна. – Эпĕ халĕ пенсионерка ĕнтĕ, Кăнтăр Уралта мăшăрăмпа – Леонид Петровичпа, ачасемпе тата мăнуксемпе пурăнатăп. 2009 çул манăн пурнăçăмра паллă йĕр хăварчĕ – эпĕ хамăн тăван районта – Шăмăршă тăрăхĕнче хăнара пултăм. Çак тахçантанпах кĕтнĕ тата нихçан манăçми тĕл пулу кĕçĕн йăмăкăм Танюшка тăрăшнипе пулса иртрĕ. Ăна эпĕ, паллах, чĕререн тав тăватăп.
Тăван район, çуралнă ялăм палламалла мар улшăнса çĕнелнĕ иккен. Пур яла та асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Урамсенче те – асфальтлă çул. Газификаципе тарăн электрификаци ĕçĕсем те – куç умĕнчех. Шăмăршă ялĕ вара, икĕ-виçĕ хутлă çуртсемпе илемленнĕскер, кăнтăр енчи пĕчĕк хулана аса илтерет. Тăван ялăм – Виçпÿрт Шăмăршă та тĕпрен лайăхланса улшăннă. Ырă пулăмсем мана чунтан савăнтарчĕç, чĕрере ырă йĕр хăварчĕç.
Тăванăмсемпе тĕл пулни, вĕсемпе чун-чĕререн калаçни нихăçан та манăçмĕ. Хăш-пĕрисене эпĕ пĕрре те курманччĕ.
Çывăх тăванăмпа – Виçпÿрт Шăмăршăри Федор Юмановпа эпĕ тивĕçлипе мухтанатăп. Ăна ман çирĕп те нумай туратсемлĕ патвар юманпа танлаштарас килет. Вăл пысăк та туслă çемье пуçĕ, унăн никĕслевçи. Тăванăмăр ĕçчен те ырă кăмăллă ывăлсемпе хĕрсем ÿстерсе çитĕнтернĕ. Вĕсен ачисемпе мăнукĕсем те – çын ăмсанса тăмаллискерсем. Юмановсенчен хăш-пĕрисем пĕр-пĕринчен аякра пурăнаççĕ пулсан та, çыхăнăва татмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Ырă кăмăллăскерсем, пулăшу кирлĕ ытти çынсене те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Çавна май хăйсен ĕçĕсем те ăнăçлă пыраççĕ. Турă вĕрентĕвĕнчи пек: "Ырă ĕç ырăпа таврăнать". Тăхăр вунна çитсе пыракан Маня аппапа та ăшшăн калаçса лартăмăр.
Куславкка хулинчи пĕртăванăмпа Надьăпа, унăн туслă çемйипе тĕл пулни те манăçа тухмĕ. Вĕсем патĕнче эпĕ хама питĕ телейлĕ туйрăм, çемьере тÿрех пĕр чĕлхе тупрăм. Вĕсенчи ăшă туйăмсем ман çине куçрĕç.
Шăмăршăра ытти çывăх тăванăмсемпе – Валерийпе, Николайпа, Валентинпа, Любăпа, Ирăпа тата Горловскийсен çемйипе курнăçса калаçни те ÿт-пĕвĕме çĕнĕ вăй-хăватпа çирĕплетрĕ. Канашра Светланăпа тата Людмилăпа тĕл пулнине епле манăн тата; Тăванăмăрсем питĕ нумай, пĕр эрне хушшинче пуринпе те тĕл пулса калаçма май килмерĕ. Пурте кăмăллăн кĕтсе илчĕç, ăшшăн ăсатса ячĕç. Техĕмлĕ чейпе, тутлă çимĕçсемпе сайланнă вăхăтра вĕсем хăйсен тата ял-хула пурнăçĕ çинчен каласа пачĕç. Кризисăн хăш-пĕр тÿнтерле енĕсем палăраççĕ пулсан та, тăванăмсем, республика çыннисем пĕтĕм йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тăрăшса малалла талпăнни мана савăнтарчĕ.
Кăнтăр Урала таврăнсан тăванăмсене, кÿршĕ-аршăна, пĕрле ĕçленĕ юлташăмсене Чăваш Ене кайса килни, унта ăшă кăмăллă та ĕçчен çынсем пурăнни, пурнăçри тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыни, тĕрлĕ наци халăхĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни çинчен каласа кăтартрăм. Чăваш Енре çакнашкал халăхсем пурăнни вĕсене те савăнтарчĕ. Уралта пĕрле пурăнакансем чăвашсен йăли-йĕркисем пирки те ыйтса пĕлчĕç, чăваш сăмахĕсене калама, юрласа пама сĕнчĕç. Эпĕ вĕсен кăмăлне хаваспах тивĕçтертĕм. Чăваш чĕлхи çав тери илемлĕн те çемçен янăрани пирки пĕлтерчĕç мана итлекенсем. Çак сăмахсем мана, чăваша, мăнаçлантарчĕç.
Хамăн вăрăм çырăвăма вĕçленĕ май, 2010 çулта тăванăмсене, Шăмăршă районĕн çыннисене çирĕп сывлăх, тулли телей, пур ĕçре те ăнăçу сунатăп".