03 февраля 2010 г.
ШАЛТИ ĕçсен районти пайĕнче следстви служби чи яваплисенчен пĕри шутланать. Следстви ушкăнĕнче 3 следователь ĕçлет. Вĕсем – следстви ушкăнĕн начальникĕ А.Петьков, аслă следователь Р.Хамдеев тата А.Мандрюков следователь. Сотрудниксем пурте аслă юридици пĕлĕвне илнĕ. А.Петьковпа Р.Хамдеев следстви органĕсенче 10 çул ытла вăй хураççĕ, А.Мандрюков – 5 çул.
Раççей Федерацийĕн уголовнăй суд производстви çинчен калакан законодательствăна пурнăçласси, шанса панă уголовнăй ĕçсене лайăх пахалăхпа тĕпчесе, вĕсене палăртнă срокра вĕçлесе суда тăратасси следовательсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Тĕпрен илсен, çынсен сывлăхне йывăр тата вăтам шайри сурансем кÿнипе, хулиганла ĕçсем тунипе, вăрланипе, уççăн çаратнипе, хурах пуснипе, ирĕксĕрлесе укçа ыйтнипе, растрата е ултавлă ĕç, экономика преступленийĕ тунипе, саккуна пăсса предприниматель ĕçне тунипе, законодательствăна пăхăнмасăр кредит илнипе, должноçри çын хăйĕн полномочийĕсемпе вырăнсăр (ÿстерсе) усă курнипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕнчи тÿнтерле пулăмсемпе, ытти тĕрлĕ преступленисемпе çыхăннă уголовнăй ĕçсене тĕпчеççĕ следовательсем.
2009 çулта шалти ĕçсен пайĕнчи следовательсем 43 çын пирки пуçарнă 43 уголовнăй ĕçе тĕпчесе, материалсене суда тăратнă. Уголовнăй ĕçсене пурне те суд ларăвĕнче пăхса тухнă, айăплав приговорĕсем йышăннă. Айăплисем тивĕçлĕ наказани илнĕ.
Суда тăратнă уголовнăй ĕçсенчен ытларахăшĕ ют пурлăха вăрланипе, çынна суранланипе, экономика преступленийĕсемпе çыхăннă. Преступленилле ĕçсем 781 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Тивĕçлисем çак суммăна пĕтĕмпех тÿлесе татнă.
Статьяра пĕлтĕрхи хăш-пĕр преступленисем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Милицин дежурнăй чаçне ТМЦ лавккине çаратнă пирки хыпар çитнĕ. Вăрă кÿнĕ сиенлĕх 50 пин тенкĕрен те иртнĕ. Оперативлă шыравпа следстви мероприятийĕсем вăхăтĕнче çак çынна кĕске вăхăтрах тупса палăртнă. Уголовнăй ĕçе палăртнă срокра тĕпчесе суда янă. Айăплă çын ответ тытнă, тăкаксене те саплаштарнă.
Вырма тапхăрĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕринче комбайн бакĕнчен такамсем дизель топливине юхтарса илни палăрнă. Вĕсене те кĕске вăхăтрах шыраса тупнă, ют пурлăха хапсăннă çамрăксем тивĕçлĕ айăплав илнĕ. Çакнашкал тĕслĕхсене нумай асăнма пулать.
Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна палăртас килет. Пĕлтĕр тĕрлĕ преступленисен 94 процентне тăрă шыв çине кăларнă. Ку вăл – шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсен ĕç результачĕ, правăна сыхлакан районти органсен пĕрлехи ĕçĕн курăмлă кăтартăвĕ. Преступлени тунисен айăплавсăр юлас шанăç çукпа пĕрех. Çавна май кукăр çул çине тухас туртăмлă çынсене яланах саккунсемпе килĕшÿллĕн пурăнма сĕнетпĕр.