Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇКЕ пула пуç пĕтет

03 февраля 2010 г.

ХĂШĔ-ПĔРИ алкоголь организмăн мĕн пур тытăмне аркатакан хăрушă наркăмăш пулнине темшĕн шута илесшĕн мар. Унра токсин тата наркотик паллисем пĕрлешнĕ, çакă организма лекнĕ этил спирчĕ йÿçекленсе уксус альдегичĕ йĕркеленнипе çыхăннă. Ĕçекенсенчен нумайăшĕ алкоголь пысăк тутлăхлă тесе шутлать. Шăпах çакнашкал танлаштару ĕçкĕçсен сисчĕвлĕхне чакарать.

Алкогольпе апат-çимĕç хушшинче нимĕнле пĕрпеклĕх те çук. Шутласа пăхăр, пĕр кĕленче шурă эрех организма 1400 килокалори «парнелет». Вăтам йывăрăшлă вăй-хал ĕçĕ пурнăçлакан вара талăкра 3100 килокалори пĕтерет. Апла пулсан, алкоголь килокалорийĕсем мĕн кирлине шайлаштараймаççĕ, унсăр пуçне вĕсем пушă. Çыннăн организмĕ тĕрлĕ йышши белок, çу, углевод, витамин, минерал тăварĕ ыйтать. Эрех-сăрара вĕсем çук. Малтанхи вăхăтра алкоголь апат антарнăн туйăнать. Чылайăшĕ çапла шутлать те. Чирлĕ çын апат çиесшĕн мар. Пĕрисен çакă эрех ĕçнĕ чухне палăрать, теприсен – мухмăрпа аптранă чух. Çын хăйне евĕр алкоголь çимĕçĕ çине куçать. Хăйне кирлине илес вырăнне организм эрех-сăран чухăн калорийĕпе çырлахать. Витамин çитменни ăна хавшатать, унăн тытăмĕ уксус альдегичĕпе сиенленет. Кун пек чухне эрехĕн наркăмăш витĕмне вăл çăмăллăнах парăнать.

Алкоголь аппетита чакарать кăна мар, выçăллă-тутăллă çÿресси патне илсе пырать. Вăрах хушă ĕçкĕпе иртĕхсен глюкоза ирĕлме чарăнать, юнра юн хисепĕ чакать, организм кал-кал ĕçлейми пулать. Çав вăхăтрах çу хисепĕ ÿссе каять, вăл пĕверте пухăнать. Унран та хăрушăраххи – пĕвер циррозĕ пуçланни.

Эрехе пула В1 тата В6 витаминсем, ферментсен ĕçне тытса пыракан пĕрлешÿсем йĕркелесси япăхланать. В1 витамина организм йышăнми пулать. Д витамин гармон йышши çыхăнусем йĕркелеймест. Çаксем – пурнăçра кирлĕ япаласем. Эрех ăш-чикри шыва хăвалать, çакă нерв клеткисемшĕн сиенлĕ.

Ĕçке пула çĕр-çĕр çемье арканать, çынсем çап-çамрăклах вилеççĕ, ачи-пăчине тăлăха хăвараççĕ. «Ĕçке пула пуç пĕтет», – тенĕ ваттисем. Шутлăр: сывлăх хаклă е эрех; Инкеке сирме вăй çитереймесен тухтăрсенчен пулăшу ыйтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика