Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇŸ сан сумлă, пархатарлă

03 февраля 2010 г.

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев тата Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2010 çула Вĕрентекен çулĕ тесе Указсем кăларчĕç. Çакнашкал йышăнусем мана, 90-ра пыракан вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранне, чунтанах савăнтарчĕç.

Питĕ вырăнлă Указсем кăларнă пирĕн Президентăмăрсем. Учитель, ман шутпа, чи сумлă професси. Вĕрентекен пулăшнипе ним пĕлмен-ăнкарман пĕчĕк ача вулама, çырма, шутлама вĕренет. Чи кирли – учитель ăна хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме хăнăхтарать. Çулран-çул ачан ăс-тăнĕ малалла аталанса, тĕнче курăмĕ пысăкланса пынинче вĕрентекенĕн тÿпи пысăк. Выпускник шкул пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тухнинче те учителĕн тÿпи сисĕмлĕ.

Юлашки çулсенче учителĕн яваплăхĕ ÿсрĕ. Вĕрентÿ ĕçне çав тери пултаруллă, тавçăруллă, чăтăмлă та тарăн пĕлÿллĕ, Раççей, тăван республика умĕнчи педагогика задачисене çивĕч ăнланакан, малашлăх утăмĕсем тума пултаракан учительсен туса пымалла. Педагогсен ĕç опытне сарас, вĕсен ăсталăхне пысăклатас тĕллевпе учительсене аттестацилени, ман шутпа, питĕ вырăнлă. Пирĕн районта та çуллен çакнашкал аттестаци иртет. 2009 çул вĕçĕнче учительсенчен 3-шĕ – аслă, 21-шĕ – пĕрремĕш, 7-шĕ – иккĕмĕш квалификаци категорийĕсене тивĕçнине çутатакан статьяна район хаçатĕнче кăсăкланса вуласа тухрăм. Аттестаци виçĕ тапхăрпа (малтан Шупашкарта, кайран Патăрьелĕнче, юлашкинчен вырăнта) иртни учителĕн ĕç ăсталăхне туллинрех хаклама, ĕç опытне тишкерме май парать. Çакна, паллах, педагогикăри модернизаци теме пулать.

«Чăваш Ен шкул олимпиадисен çĕнтерÿçисен шучĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăн йышăнать», – палăртнă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Кунта пирĕн район тÿпи те пур. Районта çулленех предмет олимпиадисем нумай иртеççĕ, çĕнтерÿçĕсем республикăри олимпиадăсенче те район чысне сумлăн хÿтĕлеççĕ, лайăх результатсем кăтартаççĕ. Олимпиадăсен результачĕсем педагогсен методика пултарулăхĕпе, вĕсен ĕçри хастарлăхĕпе тÿрреммĕн çыхăннă. Олимпиадăсен чылай çĕнтерÿçипе призерне хатĕрленĕ Е.Н.Муромцева, В.А.Семкина, Т.М. Анисимова, С.Г.Жилкинапа Ю.Ф.Ермолаев (пурте Шăмăршă вăтам шкулĕнче вăй хураççĕ), Г.Н.Тимофеева (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ) учительсем чăннипех те мухтава тивĕçлĕ. Вĕсене тата ыттисене ĕçре малашне те ăнăçу сунас килет.

Вĕрентÿ ыйтăвĕ çине патшалăх шайĕнче тимлĕх уйăрни – вырăнлă утăм. Тăван çĕршывра конкурентлă лайăх тавар туса кăларасси, производствăна çĕнĕ технологисем кĕртесси вĕрентÿри модернизаципе тачă çыхăннă. Çирĕп пĕлÿллĕ, анлă тавракурăмлă выпускниксене вĕрентсе кăларсан, вĕсем пĕлĕве малалла ытти вĕренÿ заведенийĕсенче аталантарсан, специалистсене çĕнĕ технологисене алла илме ытлашши йывăрах пулмĕ.

Ман шутпа, учительсен халиччен вĕрентнĕ хăш-пĕр лайăх меслетсене пăрахăçламалла мар. «Новое – это хорошо позабытое старое», – тет вырăс каларăшĕ.

«Кашни ача – ĕçлевре!» – çак лозунг учителĕн тĕп тĕллевĕ пулмалла. Вĕренÿпе кăсăкланман ачапа уйрăммăн ĕçлесе, вăл мĕнпе интересленнине тĕпчемелле, çакна тĕпе хурса ăна вĕренĕве явăçтармалла.

Паллах, пурте экономистсем, инженерсем, юристсем пулаймаççĕ. Пире ăста платниксем, столярсем, слесарьсем тата ытти рабочи специальноçĕсем те кирлĕ. Çавна май асăннă ĕçсем патне туртăм пур ачасене ĕç урокĕсенче уйрăм тимлĕх уйăрмалла. Вĕсене йывăртарах заданисем пани те ытлашши пулмĕ, çапла майпа вĕсем професси патнелле утăм хыççăн утăм тăвĕç, шкул хыççăн вăл е ку специальноçпа малала вĕренĕç.

Хăш-пĕр учительсен урокĕсенче ачасем шавласа лараççĕ. Кун пек чухне вĕренетекен ачасене нимĕнле пĕлÿ те параймĕ, ĕçлеме те, шухăшлама та вĕрентеймĕ. Ку, паллах, учитель ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменнинчен, ачасене интереслĕ урок парайманнинчен килет. Ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме сĕнес килет урокра çирĕп дисциплина тăвайман педагогсене.

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕ – кăткăс та яваплă. Анчах та çине тăрса ĕçлесен, çĕнĕ технологисене алла илсен уроксем тивĕçлĕ методика шайĕнче тата вĕренекенсемшĕн интереслĕ иртĕç.

Сумлă та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп сире, хисеплĕ вĕрентекенсем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика