03 февраля 2010 г.
РЕСПУБЛИКĂРИ "Çĕнтерÿ салючĕ" конкурса хутшăнса, çак кунсенче районти художество коллективĕсем Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕнче (унчченхилле – Культура керменĕ) хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вĕсен творчествăпа сцена ăсталăхне Шупашкартан килнĕ сумлă жюри – ăна Республикăри халăх пултарулăх çурчĕн директорĕн çумĕ Т.А.Шамсеева ертсе пычĕ – пăхса хакларĕ.
Яланхи пекех, Шăмăршăри арçынсен тата хĕрарăмсен халăх хорĕсем питĕ ăста юрларĕç. Çавăн пекех Кивĕ Чукалти арçынсен тата хĕрарăмсен, Пуянкассинчи арçынсен ансамблĕсем, Т.Яковлевапа Е.Воронцова, Е.Муромцева, А.Андронов солистсем те хăйсен юррисене илемлĕн шăрантарчĕç.
Шăмăршăри халăх театрĕ театрализаци мелĕпе "Сывпуллашу каçне" тата "Салтаксен канăвне" витĕмлĕн те ĕнентерÿллĕн сăнласа пачĕ. Пуянкассинчи "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ "Вăрçă вăхăтĕнчи улах каçне", Васанти халăх музейĕ çумĕнчи ачасен "Мерчен" халăх коллективĕ "Ача-пăча вăййисене" кăтартрĕç. А.Петрова вара "Амăшĕн монологне" артистран кая мар, чуна хумхантарса вуларĕ.
"Антонина" халăх ташă коллективĕ тата ачасен кăтартуллă "Фламинго" хореографи ансамблĕ хăйсен хитре ташшисемпе савăнтарчĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, жюри художество номерĕсене лайăхпа хакларĕ, пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăнчĕ.
Çÿлерех асăннă халăх коллективĕсем çак конкурсра пысăк ăсталăх кăтартнă май, жюри хăйне евĕр сюрприз турĕ, вĕсем пурте "Халăх коллективĕ" сумлă ята çирĕплетни пирки пĕлтерчĕ.
«Халăх коллективĕ» ят ĕçри яваплăха темиçе хут ÿстерет. Професси ăсталăхне ÿстернипе пĕрлех репертуара та пуянлатса пымалла. Икĕ-виçĕ çул хушши пĕр номерах кăтартса пани вырăнлах мар, культура ĕçченĕсен яланах çĕннине пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Кăçалхи Акатуйра ялсенчи художество коллективĕсем чăннипех те пысăк ăсталăх кăтартасса шанас килет.