Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлă выльăх усрасан, укçу-тенкÿ пулĕ сан...

03 февраля 2010 г.

– Пирĕн пĕчĕк ялта выльăх-чĕрлĕх усрама çав тери лайăх, – тет Хĕрлĕ Васан паççулккинче паурăнакан Зинаида Герасимова. – Выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăр мар, çу кунĕсенче çавуна çеç çивĕч хăйра.

Герасимовсем сăвăнакан икĕ ĕне, виçĕ вăкăр, виçĕ сысна, пилĕк сурăх усраççĕ, лаша та тытаççĕ. Аш-какай сутса укçа ĕçлесе тăваççĕ.

Вениамин Тарасов çемйи те икĕ ĕнепе икĕ вăкăр, пилĕк сурăх усрать. Валерий Яковлевпа Анатолий Поляков хуçалăхĕсенче те пĕрер ĕне, икшер вăкăр, пилĕкшер-ултшар сурăх. Çакăн пек тĕслĕхсем тата та илсе кăтартма пулать.

Дария Рябова вара вĕлле хурчĕсене килĕштерет. Вĕлле хурчĕ пăхма ыттисене те вĕрентет.

– Пирĕн тăрăхри çарансенче тĕрлĕ чечек нумай, вĕлле хурчĕсем усрама питĕ аван, – тет Д.Рябова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика