Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулчĕç вăрçă ачисем...

03 февраля 2010 г.

ПУЯНКАССИНЧИ библиотекăра тĕрлĕрен мероприятисем час-часах иртеççĕ. Вĕсене уявсене, календарьти паллă кунсене халаллаççĕ. Акă, Аслă Çĕнтерÿ тунăрăнпа 65 çул çитнине тĕпе хывса Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенчи вăрçă ачисене тĕл пулăва пухрĕç. Çак мероприяти ялти ветерансен канашĕн председателĕ Л.Антонова пуçарăвĕпе иртрĕ. Лидия Петровна сĕнĕвне, паллах, ял поселенийĕн администрацийĕпе библиотека ертÿçи Н.Федотова хапăлласах йышăннă. Тĕл пулăва пурин асĕнче те юлмалла пултăр тесе хатĕрленнĕ, вăхăт иртнипе сарăхнă çырусене те пуçтарнă.

Вăрçă ачисем хăрушă вăрçă çулĕсем çинчен хурлăхлăн аса илчĕç. Хăшĕ-пĕрин ашшĕсем тăван киле фронтран таврăнайман. Ачасем ашшĕсен хÿттине туймасăрах ÿснĕ, кил таврашĕнчи, колхозри ĕçсене хастар хутшăннă, аслисемпе пĕрле вăй хунă. "Çавра сĕтел" тавра пухăннисен куçĕсенчен савăнăçпа ырату куççулĕ пĕр харăсах юхрĕ. Вăрçă ачисемпе калаçăва Пуянкасси ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Алексеев йĕркелесе пычĕ.

Пухăннă ватăсене саламлама вырăнти "Ахаяс" фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшисемпе тухрĕ. Ялти артистсене ваттисем ăшшăн кĕтсе илчĕç, чĕререн тав турĕç.

Çакăн пек тĕл пулусене Пуянкассинче татах та йĕркелеме шутлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика