Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Энерги перекетлесси – пурнăç ыйтăвĕ

06 февраля 2010 г.

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров «Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли» Çырăвĕнче энергие перекетлекен мероприятисене пурнăçа кĕртмелли, топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курассин тухăçлăхне ÿстермелли çинчен пурне те ăнланмалла, уçăмлă каланă.

Ним пытармалли те çук, эпир çут çанталăк газне, ăшă тата электричество энергине, сивĕ тата вĕри шыва перекетлеме кирлĕ пек тăрăшмастпăр-ха.

Акă, нумай хваттерлĕ çуртсенех илер. Подъезд чÿречисен рамисем – пĕр хутлă çеç, катăлнă кĕленчесем те пур. Ăшă трасси вырăн-вырăн çĕтĕк. Тепĕр тĕлте вĕри пăс гейзер евĕр палкать...

Специалистсем каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра тăвакан нумай хваттерлĕ çуртсен стенисем те çÿхерех, вĕсене сивĕ яман изоляци материалĕсемпе сăрман. Çавна пулах хваттере мар, сывлăша ăшăтатпăр. Шкулсемпе культура учрежденийĕсенче, тĕрлĕ кантурсенче те энергипе тирпейсĕр усă кураççĕ. Коридорта кăнтăр кунĕнчех çĕршер ватлă лампочкăсем çунни никама та пăшăрхантармасть пулмалла. Шăмăршă урамĕсенче талăкĕпех электролампăсем çуннине те пĕрре çеç мар курнă.

Энергие перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ÿстересси çинчен калакан Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, 2011 çултан пуçласа ахаль лампочкăсем вырăнне энерги перекетлекен лампочкăсемпе çеç усă курмалла пулать.

Энерги перекетлеме вĕренесси – пурнăç ыйтăвĕ. Тăкаксене чакарса пырсан, патшалăх экономики те тĕрекленĕччĕ. Çакă пиртен пурсăмăртан та нумай килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика