Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен сывлăхĕ – патшалăх тимлĕхĕнче

06 февраля 2010 г.

РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Правительствин 2009 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчи ларăвĕн Протоколĕн 3-мĕш пункчĕпе, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин 2009 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнчи 14-3Ÿ10Ÿ1 4057 номерлĕ Çырăвĕпе («Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене медицина пулăшăвĕпе тата эмелпе тивĕçтермелли васкавлă мерăсем çинчен») килĕшÿллĕн, 2009 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Приказ (1105 номерлĕ) кăларнă. Çак Приказра («1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕсемпе участникĕсене, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисен (вилнисен) мăшăрĕсене, «Блокадăлла Ленинградра пурăннă çынна» знакпа наградăланисене 2010 çулта анлă диспансеризаци тĕпчевĕ витĕр кăларасси çинчен») палăртни пирĕн районта мĕнлерех пурнăçланса пырать-ха; Шăпах çакăн пирки пынă та ĕнтĕ районти больницăн тĕп врачĕпе Н.Н.ПОЛЯКОВАПА пирĕн корреспондент хушшинчи калаçу.

Вёрçă участникĕсемпе инваличĕсен, тăлăха юлнă салтак арăмĕсен, Ленинград блокадине чăтса ирттернисен чир-чĕрĕсене тупса тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парасси, вĕсем хушшинче чирсене чакарасси, ветерансен сывлăхне çирĕплетесси Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Приказĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăрать, – терĕ Н.Н.Полякова. Больницăра врачсен ятарлă бригадине йĕркелерĕмĕр. Çак йышра – хирург, терапевт, невролог, врач-лор, окулист, гинеколог, анализсем илекен лаборант тата чĕрене электрокардиограмма тăвакан специалист. Бригада кашни шăмат кунах васкавлă пулăшу машинипе çула тухать. Ял поселенийĕсене тухса çÿремелли график туса хатĕрленĕ.

– Наталья Николаевна, ветерансене çемье врачĕн офисне е фельдшер пунктне чĕнтерсе илеççĕ-и;

– Çапла. Вăл е ку ял поселенине кĕрекен ялсенчи ветерансем медицина учрежденине килеççĕ. Врачсем вĕсен сывлăхне тĕрлĕ енлĕн тĕрĕслеççĕ. Лаборантка вара тĕрлĕ анализсем илет, медсестра чĕрен электрокардиограммине тăвать. Тухса çÿреймен ватăсем патне врачсен бригади хăй пырать.

– Флюрографи тата УЗИ аппарачĕсем ялсенчи кашни медицина учрежденийĕнчех çук вĕт-ха...

– Ку енĕпе те йывăрлăхсем çук. «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çемье врачĕн офисĕсене панă васкавлă пулăшу машинипе ветерансене çав кунах районти тĕп больницăна лартса килеççĕ, вĕсене флюрографипе УЗИ тĕрĕслевĕсем витĕр кăлараççĕ (çак аппаратсене те наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, тÿлевсĕр уйăрса панă). Тĕрĕслев хыççăн ветерансене килĕсене леçеççĕ, сывлăх паспортне парса яраççĕ.

– Стационарта выртса сипленме тивĕçлĕ ветерансене тĕп больницăрах хăваратăр ĕнтĕ...

– Ку тĕрĕсех. Вĕсем валли хирурги, инфекци тата терапи уйрăмĕсенче 2-шер койка вырăн уйăрнă.

– План тăрăх сирĕн миçе ветерана анлă диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла;

– 9 ял поселенийĕнчи 250 çынна тĕрĕслемелле врачсен бригадин. Паянхи кун тĕлне Пăчăрлă Пашьел тата Чукал ял поселенийĕсене кĕрекен ялсенче пурăнакан ветерансен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Диспансеризаци тĕрĕслевне апрелĕн 30-мĕшĕччен вĕçлетпĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика