Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Полковникпа тĕл пулчĕç

10 февраля 2010 г.

ÇĔНĔ ТĂРĂНТИ Петр Алексеев пĕчĕкренех çар офицерĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Тăван яла отпуска таврăннă çар офицерĕ урампа çăмăллăн утса кайнине курсан вара чунтанах хĕпĕртенĕ вăл. Офицерăн илемлĕ формине, пĕчĕк çăлтăрсемлĕ ылтăн пакунсене Петя килĕштернĕ. Хăй вăхăтĕнче 3 çул çар службинче пиçĕхнĕ ашшĕ те, Иван тете, аслă ывăлĕн ĕмĕтне ырланă, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин профессийĕ чи сумлисенчен пĕри пулнине асăннă.

1977 çулта Карапай Шăмăршăри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Петр Алексеев тата унпа пĕр класра вĕреннĕ Валерий Петров Томскри аслă çыхăну çар училищине çул тытнă. Училищĕри пысăк конкурс витĕр тухса – пĕр вырăншăн 5-6 çамрăк кĕрешнĕ - Çĕнĕ Тăрăн каччисем курсантсем пулса тăнă.

Хĕрÿ вĕренÿре пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан предметсемпе çар-тактика-политика занятийĕсем пĕр-пĕринпе ылмашăнса пынă май, çулсем сисĕнмесĕрех иртсе пынă. 1981 çулта курсантсем хăйсен пакунĕсене пĕчĕк çăлтăрсемлĕ лейтенант пакунĕсемпе ылмаштарнă.

Петр Алексеевпа Валерий Петров офицер биографине Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче (тĕрлĕ чаçсенче) пуçланă. 3 çултан Алексеев аслă лейтенанта Томскри тăван училищĕре курсантсен вĕренÿ взводне шанса панă. Взвода отличниксен шутне кĕртсен капитана рота командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Каярахпа майор вĕренÿ батальонĕн командирĕн заместителĕн должноçĕнче ĕçленĕ, подполковник званийĕ илнĕ.

Мал ĕмĕтлĕ аслă офицер пĕлĕве ÿстересси пирки те шутланă – Санкт-Петербургри çыхăну çар академине вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсен Атăлçи-Урал çар округĕнче малтан çыхăну полкĕн штаб начальникĕнче, каярахпа полк командирĕн заместителĕнче тăрăшнă. 2003 çулта вара Алексеев подполковника полк командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Пултаруллă офицера командовани çав çулах çар службинче питĕ сумлă шутланакан полковник званийĕ парса чысланă. Полка 4 çул ертсе пынă Петр Иванович, ăна шанса панă чаç округра яланах чи лайăххисен шутĕнче тăнă.

2007 çулта П.Алексеев полковника Мускава тата пысăкрах должнăçа куçарнă. Çак яваплă тивĕçе те чыслăн пурнăçлать ентешĕмĕр. Пархатарлă службăшăн ăна медальсемпе наградăланă.

Çак кунсенче П.Алексеев полковник тăван ялта кĕске вăхăтлăх отпускра пулчĕ. Шкул дирекцийĕ ăна тĕл пулăва йыхравларĕ. Çак йыхрава Петр Иванович тулли кăмăлпа йышăнчĕ.

Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн актовăй залĕнче çар полковникĕ учительсене, вĕренекенсене хăйĕн служби çинчен каласа пачĕ. Тĕрлĕ ыйтусем çине те хаваспах хуравларĕ вăл. Пĕрлех хăйне вĕрентнĕ учительсене ырăпа асăнчĕ Петр Иванович, çирĕп пĕлÿ панăшăн вĕсене чĕререн тав турĕ. Ачасене вĕренÿре, обществăлла ĕçсенче ăнăçу сунчĕ.

Малалла вара ăна шкул директорĕ Р.С.Андреева вĕрентÿ учрежденийĕн хальхи кабинечĕсемпе паллаштарчĕ. Тăван шкул компьютерсемпе пуянланни, учительсем çĕнĕ технологисемпе ĕçлени çар полковникне чунтанах савăнтарчĕ.

Çиччĕмĕшсемпе – кадетсемпе уйрăммăн тĕл пулса калаçрĕ Петр Иванович, вĕсене офицерăн йывăр, çав вăхăтрах романтикăлла служби пирки питĕ интереслĕ каласа кăтартрĕ, арçын ачасене çар училищине кĕме хатĕрленме сĕнчĕ. «Офицер пулас тесен, шкулта яланах лайăх паллăсемпе вĕренсе пымалла, спортпа туслашмалла», – палăртрĕ çар полковникĕ.

Кадетсен воспитатель-наставникĕ В.В.Столяров паллă ентешĕмĕре шкулти Çар мухтавĕн кĕтесĕпе паллаштарчĕ. Унти экспонатсене аслă офицер кăмăллăн пăхса çаврăнчĕ.

– Учительсен çулĕнче вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп сире, хисеплĕ педагогсем, – терĕ вĕрентекенсемпе сывпуллашас умĕн Петр Иванович. – Сирĕн ĕçĕр – сумлă, пархатарлă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика