Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фронта пулăшни мăнаçлантарнă

10 февраля 2010 г.

1941 ÇУЛХИ июнĕн 1-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел шкулĕ çумĕнче ачасен лагерĕ уçăлнă. Унта районти шкулсенчи вĕренÿ отличникĕсем каннă. Лагерьте канакансем хушшинче Патирекрен килнĕ, 4 класс пĕтернĕ Геннадий Калашниковпа Виталий Лысов та пулнă.

– Июнĕн 22-мĕшĕнче кăнтăрлахи апат хыççăн лагерь начальникĕ тата вожатăйсем пире линейкăна тăратрĕç, фашистла Германи çарĕсем пирĕн çĕршыва кĕтмен çĕртен тапăнса кĕни пирки пĕлтерчĕç, – аса илет тыл ветеранĕ.

Киле таврăнсан Гена ытти ачасемпе пĕрле тăван хуçалăхра – «Искра» колхозăн тăваттăмĕш бригадинче ĕçлеме пуçланă: утă пуçтарнă, ăна лав çине тиенĕ. Вырма тапхăрĕнче вара тырă кĕлтисене çыхса сурата хывнă, ытти ĕçсене тунă. Кĕркунне вара Палтиелĕнчи вăтам шкулăн 5-мĕш класне çÿреме тытăннă.

1942 çулта Генăн ашшĕ те, Иван Николаевич Калашников, Шăмăршăри сельпо председателĕнче ĕçленĕскер, мăшăрĕпе, Мария Архиповнăпа, тăватă ывăлĕпе, пĕр хĕрĕпе сывпуллашса фронта тухса кайнă. Кун хыççăн çемьене чылай йывăртарах тивнĕ. Ытти çемьесенчи пекех, çемьере курăкпа çăратнă яшка, теркăпа хырнă çĕр улми çине кăштах çăнăх хушса пĕçернĕ икерчĕ тĕп апат шутланнă. Кил хуçи арăмĕ хăйĕн ачисене тĕрĕс-тĕкел упраса хăварас тесе чунтан тăрăшнă, кил хуçалăхĕнче, колхоз ĕçĕнче канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ. Ачисене те ĕçе явăçтарнă – бригадăра вĕсем юнашар вăй хунă. Çак тапхăрта çемьери виççĕмĕш ача – Гена – вун иккĕре пулнă. Асли – Лидия – вун саккăрта, иккĕмĕш ача – Анатолий – вун пиллĕкре пынă. Выçăллă-тутăллă пурнăç уйрăмах пĕчĕккисене – саккăрти Виталие тата улттăри Юрийе йывăрлăх кÿрсе тăнă.

5-мĕш класран вĕренсе тухсан та Гена юлташĕсемпе пĕрле бригадăра ир пуçласа каçчен ĕçленĕ.

– 6 класс пĕтернĕ хыççăн, выçăллă-тутăллă пурăннипе тата тăхăнма тумтир пулманнипе шкула текех çÿреме май килмерĕ, – каласа парать Г.Калашников. – Çавна май эпĕ, вун виççĕри ача, пĕтĕмпех колхоз ĕçне куçрăм, пĕчĕк колхозник пулса тăтăм.

Гена хăйĕн тантăшĕсемпе пĕрле лаша е вăкăр кÿлсе ака-суха ĕçĕсем тунă, утă-улăм, кĕлтесем турттарнă. Хĕлле уй-хире тислĕк, кĕл тăкнă, вăрмантан йывăç, торф кăларнă.

– Август-сентябрь уйăхĕсенче хамăр колхозран куллен 5-6 лав тырă леçеттĕмĕр Шăмăршăри йышăну пунктне, – аса илет Геннадий Иванович. – «Йăлтах фронт валли, пĕтĕмпех Çĕнтерÿшĕн!» лозунг пирĕншĕн те, ачасемшĕн пурнăç тĕллевĕ пулнă. Шăмăршăран вара тырра Канашри чукун çул станцине ăсатса тăратчĕç. Фронт валли хамăр тÿпене хывни, Аслă Çĕнтерÿшĕн ĕçлени пире мăнаçлантаратчĕ. Питĕ шел, 1944 çулта атте Белоруссири Лида хулишĕн пынă хаяр çапăçура пуç хунине пĕлтерекен «хура хут» пирĕн çемьене пысăк хуйхăпа хуçса хăварчĕ. Ытти вун-вун ял çынни пекех, атте çĕршыва фашизм пусмăрĕнчен хăтарассишĕн вилчĕ.

1945 çулхи майăн 9-мĕшне – Аслă Çĕнтерÿ кунне – ял ĕçченĕсем ака-суха ĕçĕнче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче Гена колхозра конюхра, уй-хир бригадинче тăрăшнă. 1953 çулта Канашри механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе килсен Шăмăршăри МТСра «Сталинец», «Коммунар» комбайнсемпе ĕçленĕ. 1958 çулта МТСсене реорганизацилесен çерем çĕрсем çине – Çурçĕр Казахстана тухса кайнă, унта комбайнпа тырă вырса çапнă.

1959-1969 çулсенче Г.Калашников Шăмалак тата Шăмăршă лесничествисенче лесникре вăй хунă. Кун хыççăн 10 çул Шăмăршăри производствăпа çул-йĕр участокĕнче мастер-снабженецра вăй хунă. Унта та пысăк яваплăхпа тăрăшнă Геннадий Иванович. Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче районта Чукала тата Анат Чаткаса каймалли çулсене хăпартса, чул сарса асфальтпа сарас ĕçсем анлăн сарăлнă май, ПДУ ĕçченĕсен, çав шутра Г.Калашниковăн та, нумай ĕçлеме тивнĕ. Сăмахран, вакă чула Первоуральск хулинченех Канаш станцине вакунсемпе ăсатса тăнă. Канашран вара ăна автомашинăсемпе Шăмăрша турттарнă. Çак ĕçшĕн Геннадий Иванович яваплă пулнă. Унăн айăпне пула вакунсене вăхăтра тиесе ăсатман е çийĕнчех пушатман тĕслĕхсем пулман.

1980-1990 çулсенче МПМКра (кайран МСО) инженер-снабженецра вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă,

Пархатарлă ĕçшĕн Г.Калашникова «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», «Ĕç ветеранĕ» тата юбилей медалĕсемпе наградăланă.

Геннадий Ивановичпа Нина Никандровна икĕ ывăлпа пĕр хĕр ÿстерсе çитĕнтернĕ. Асли, Вячеслав, Львоври аслă çар политика училищине пĕтернĕ хыççăн 25 çул çар службинче тăнă. Халĕ запасри подполковник Нариманово хулинче ĕçлесе пурăнать. Владислав Самарти çар медицина академийĕнчен вĕренсе тухсан çар госпиталĕнче хирург пулнă, запаса тухнăрăнпа Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствинче пай пуçлăхĕнче тăрăшать. Владислав Геннадьевич – ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ, аслă категориллĕ врач. Кĕçĕнни, Елена, Шупашкарти больницăра медсестрара вăй хурать. Калашниковсен – 4 мăнук.

Февралĕн 10-мĕшĕнче Г.И. Калашников 80 çул тултарчĕ. Тăванĕсем çумне хутшăнса Геннадий Ивановича чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, канлĕ ватлăх , вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика