Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ман юратнă асанне

10 февраля 2010 г.

ÇЫН ĕçпе илемлĕ. Лайăх ĕçлекене пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Пирĕн ялта ĕçчен çын нумай. Вĕсенчен пĕри – Зоя Петровна Яковлева.

Зоя Петровна 1938 çулта Вăрнар районĕнчи Услантăр Енĕш ялĕнче, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Çемйинче вĕсем виççĕн пурăннă: амăшĕ, пиччĕшĕ тата Зоя. Ашшĕне вăл ас тумасть, амăшĕ иккĕмĕш ачипе йывăр çын чухне ашшĕ вăрçа тухса кайнă. Вăрçăран вăл каялла таврăнайман.

Зоя ачаран ĕçе хăнăхса пынă. Çамрăк пулсан та аслисемпе тан ĕçлеме тăрăшнă. 5-мĕш класа çитсен пăру фермине ĕçлеме кĕнĕ. Ирхине шкула чупнă, шкул хыççăн – фермăна. 7-мĕш класс хыççăн шкула кайма пăрахма тивнĕ. Вĕренме кайма май çуккипе, дояркăра вăй хунă.

Зоя вун çиччĕ тултарсан амăшĕ вилсе каять. Вĕсем пиччĕшĕпе тăрса юлаççĕ. Пиччĕшĕ ялах юлать, Зоя Муром хулине чукун çул çине ĕçлеме тухса каять. 5 çул унта ĕçленĕ хыççăн Канаш хулинче стройкăна вырнаçать.

1966 çулта Зоя Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялне Николай Яковлева качча килет. Ют çĕрте те Зоя Петровна ахаль лармасть, «Ленинская искра» колхозăн фермине ĕçлеме кĕрет. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна район Совечĕн депутатне суйлаççĕ.

1999-мĕш çулта Зоя Петровнăна ĕç ветеранĕн ятне панă. Пенсире пулсан та ĕçсĕр ларма пултараймасть вăл. Килти хуçалăхра тăрăшса ĕçлет. Мăшăрĕпе, Николай Фатеевичпа пĕрле, пĕр хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсем пурте çемьеллĕ.

Эпĕ хальхи çамрăксене Зоя Петровна пек мĕн ачаран ĕçе юратма сĕннĕ пулăттăм. Эпĕ те ун пекех ĕçчен пулма тăрăшатăп, мĕншĕн тесен вăл – ман юратнă асанне!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика