Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăк кăтартăвĕсем еплерех?

13 февраля 2010 г.

1. Эпидемиологи лару-тăрăвĕ

ИРТНĔ çул районта çынсем нозологилле формăллă инфекциллĕ тата паразитлă чирсемпе аптранă 581 тĕслĕхе регистрациленĕ.

Социаллă инфекцисенчен пĕлтĕр туберкулезăн активлă формипе чирлесси ÿсни курăнать, ку кăтарту 2008 çулхинчен 1,7 хут пысăкрах. Туберкулезăн бациллярлă формипе чирленĕ 14 тĕслĕхе çирĕплетнĕ. Кĕçĕ чирĕпе чирлесси вара районта 1,2 хут чакнă.

Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр районта гриппа тата ОРВИ чирĕсемпе чирлесси икĕ хут ÿснĕ, чирлисен 59,1 проценчĕ - 17 çула çитмен çамрăксем, икĕ ача А (Н1 N1) вируслă гриппа чирленине палăртнă.

2. Тăван тавралăх, ĕçмелли шыв

ПĔЛТĔР централизациленĕ шыв пăрăхĕсенчи 15 тĕслĕхе гигиена, санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 46,7 проценчĕ тивĕçлĕ нормативсемпе килĕшсе тăманни палăрнă. Эпидемиологи тĕлĕшĕнчен те шыв пахалăхĕ япăхланни курăнать.

Централизациленĕ мар çăл куçсенчи шывăн 43 тĕслĕхне тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 39,5 проценчĕ стандарта тивĕçтермен.

3. Пасарта, лавккара

ЛАВККАРА, пасарта мĕнлерех апат-çимĕç продукчĕсем туянатпăр-ха; Çакнашкал продуктсене тĕрĕсленĕ хыççăн пĕлтĕр вĕсен 4,3 проценчĕ гигиена требованийĕсене тивĕçтерменни палăрчĕ. Алкоголь продукцийĕн 4 пробине тĕрĕсленĕ, сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан тĕслĕхсем пулман. Апат-çимĕç продукчĕсенче пестицидсем, микотоксинсем, нитрозаминсем, наркăмăшлă япаласем те палăртнă нормăсенчен пысăк пулман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика