13 февраля 2010 г.
МАТЕМАТИКА – Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен вун-вун ачашăн чăннипех те юратнă предмет. Çакна шкулта иртнĕ математикăпа информатика эрни тепĕр хут уççăн çирĕплетсе пачĕ. Мĕнле кăна мероприяти иртмерĕ-ши эрне вăхăтĕнче; Информатика викторини, Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă КВН, математика эстафети, чаплă математик С.В.Ковалевская 150 çул тултарнă ятпа хаçат кăларни, 10-11 классем хушшинче «Пирĕн вăйă» ирттерни пуриншĕн те интереслĕ пулчĕ.
Г.Н.Яковлева учительница ертсе пынипе ирттернĕ информатика викторининче улттăмĕшсем ăмăртрĕç. Сакăр тур урлă тухмалла пулчĕ вĕсен. Хĕрÿ тупăшура «Информатика ăстисем» команда «Инфознаечки» командăна 17:13 шутпа парăнтарчĕ.
Пиллĕкмĕшсем хушшинче иртнĕ КВНра вара туслăх çĕнтерчĕ. Ачасем Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă ыйтусем çине тĕрĕс те тулли хурав пама пултарни савăнтарчĕ.
Т.Я.Филиппова учительница çиччĕмĕшсем валли тĕрлĕрен интереслĕ задача хатĕрленĕ. Анастасия Макарова, Роман Краснов, Марат Валиев, Андрей Долгов вĕсене хăвăрт «шĕкĕлчеме» пултарчĕç. Г.В.Кузьмина ирттернĕ презентаци урокĕнче 8 класра вĕренекен Артем Кузьмин С.В.Ковалевскаян биографийĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
10-11 классем хушшинче иртнĕ «Пирĕн вăйăра» та кичемленме вăхăт юлмарĕ. Ульяновскри педуниверситетра вĕренекен Д.Э.Рахматуллова студентка-практикантка пурне те вăййа хутшăнма чĕнчĕ. 10 класри «Одноклассники» команда чи тавçăрулли пулчĕ.
Предмет эрнисене ирттерни вĕренекенсен тавçăруллăхне, татах та тăрăшарах вĕренес туртăмне ÿстерни педколлектива çĕнĕ меслетсем шырама хистет.