Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тракторпа суха тăваттăм, тутăрпа куççуле шăлаттăм...

13 февраля 2010 г.

ЮЛАШКИ уйăхсенче «Шăмăршă хыпарĕнче» Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнă ятпа вăрçăпа ĕç ветеранĕсен асаилĕвĕсем тăтăш пичетленеççĕ. Кашни хăйĕн шăпи çинчен чĕререн тухакан сăмахсемпе каласа пама тăрăшать. Чăн ĕнтĕ, пирĕн ÿсĕмри çынсен никамăн та пурнăçĕ пылак килмен, пурне те тĕрлĕ йывăрлăх тертлентернĕ.

Эпĕ 1922 çулта хресчен çемйинче çуралнă.1937 çулта ялти тулли мар вăтам шкултан вĕренсе тухрăм. Çав çулсенче çĕршывĕпех пурнăç вĕресе тăратчĕ. Пысăк хапрăк -заводсем çĕкленетчĕç, çамрăксен хушшинче çĕнĕ техникăна вĕренсе алла илес юхăм сарăлнăччĕ: летчик, шофер, тракторист ĕçĕ чи хисеплисен шутĕнчеччĕ. Вĕсем çинчен кинофильмсем те пурччĕ. Паша Ангелина трактористка, Полина Осипенко летчица ячĕсем çĕршывĕпех паллăччĕ.

1939 çулта эпĕ те Шăмăршăри МТСра трактористсен курсĕнче ултă уйăх вĕреннĕ хыççăн тракторист пулса тăтăм. Ун чухне çак ĕçре хĕрачасем сайраччĕ, тĕпрен илсен хальхи пекех, арçынсем ĕçлетчĕç. Пĕтĕм машина-трактор станцинче те эпир темиçен кăна пулнă. Курсра пĕрле Ярăславран Вера Фомина, Асанкассинчен тепĕр хĕр вĕреннине астăватăп.

1940-мĕш çултан пуçласа 1951 çулччен гусеницăллă ХТЗ маркăллă трактор çинче ĕçлерĕм. Малтанхи тăватă çул Палтиелĕнчи «Красная звезда» тата «Кзыл юл» колхозсенче вăй хутăмăр.

Патирек, Чаткас, Ярăслав, Виçпÿрт Шăмăршă ялĕсенчи колхозсен хирĕсене те куçаратчĕç. Пĕр-пĕр хуçалăхри тракторсем çĕмĕрĕлсе ларсан, вĕсен вырăнне уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ирттерес тĕллевпе унта яратчĕç.

Ун чухнехи техникăна хальхипе танлаштарма çук. Моторсене хускатма рукояткăна алăпа çавăрмаллаччĕ. Çакна пĕччен мар, тăваттăн-пиллĕкĕн вĕренпе туртсан тин вăй çитерме пулатчĕ. Унăн тĕрлĕ гайкисене хытарсах тăмаллаччĕ. Ку ĕçе перетяжка теттĕмĕр. Ăна хăш чухне кунне икĕ хут та туртмаллаччĕ (вăл мотор вăйĕ пĕтсе ларсан сисĕнетчĕ), хăш чухне вара пĕр эрне ĕçлеме те май килетчĕ. Моторсене тăтăш сÿтсе пухнă май тумтир питĕ вараланатчĕ. Пирĕн фуфайкăсем ялан хром сăран пек хуп-хура та йăлтăрккаччĕ. Алăсене те хĕле кĕричченех çуса тасатаймастăмăр.

Малтанхи çулсенче газогенераторлă трактор çинче тăрăшрăм. Ăна моторне хускатнă чухне кăна краççынпа, кайран ятарласа касса вакланă хурăн шакмакне çунтарса пулнă газпа ĕçлеттернĕ. (Кабина хыçĕнче бункерĕ пурччĕ). Сухаланă чухне ана вĕçне çитсе килнĕ хыççăн бункерне каллех шакмак тултараттăмăрччĕ, ăна ятарлă çын – заправщик тăватчĕ.

1952 çулта Канашра 4 уйăх хушши ДТ-54 дизель моторлă гусеницăллă трактор тытăмне вĕрентĕмĕр. Унтан 18 çул – 1969-мĕш çулччен çав трактор çинче ĕçлерĕм. Кунпа ĕçлеме кăштах çăмăлтарахчĕ вара: моторне ятарлă пĕчĕк двигатель хускататчĕ, перетяжка та кирлĕ пулман. Юсама хĕлле МТС мастерскойĕнче (тĕрĕссипе чус-хăмапа хупăрланă лупасра) слесарьсем пулăшатчĕç. Çав çулсенче ытти хĕрарăмсем трактора пăрахрĕç. Эпĕ çеç, пĕр хăнăхнă ĕçрен уйрăлаймарăм темелле-ши ĕнтĕ, çаплах тăрăшрăм. Калама кăна çăмăл, анчах вăрçă çулĕсене тата ун хыççăнхисене те аса илсен йĕрес килет: тракториста нихăçан та çăмăл пулман. Ирех тăраттăмăр та – техника патне, ăна кирлĕ çĕре çу сĕрнĕ тата пăхса тухнă хыççăн хускатса асапланнă, кайран тин ĕçе пуçăннă. Юсасси те çăмăл мар: пайĕсем пурте йывăр, вĕсене алă вĕççĕнех тыткаланă. 1958 çулта МТСсене пĕтерсе пĕтĕм техникăна колхозсене сутрĕç. Эпĕ тин тăван яла – Карапай Шăмăршăри колхоза куçрăм. Унччен кĕркунне уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен тракторсене районĕпех çуркуннеччен МТСра тытатчĕç, колхоз аллине куçарсан вĕсене çулталăкĕпех ĕçлеттерме пуçларĕç. Çуркуннепе çулла – уй-хирте, хĕлĕпе вăрман кăлараттăмăр, юр тыттаратчĕç, ытти ĕçсене те пурнăçланă. Çуллахи шăрăхра тусан çăтса, шартлама сивĕсенче ăшăтман кабинăра кунĕпе ĕçлеме арçыншăн та çăмăл мар, эпĕ вара хĕрарăм пуçăмпа çаксене нумай тÿсрĕм. 1970 çулта çĕнĕ йышши трактор – ДТ-75 çине куçарчĕç. Унпа тата 3 çул ĕçлерĕм. Кун чухлĕ арçынсем те пурте чăтаймаççĕ. Ахальтен мар хальхи çамрăксем кустăрмаллă траттора ытларах кăмăллаççĕ. Юлашки çулсенче эпĕ районĕпе те пĕр хĕрарăм-механизатор çеç юлнăччĕ. Ĕçленĕшĕн чысĕ те пулман мар. МТСра, каярахпа колхозра Хисеп грамотисене тата япалан премисене тивĕçлĕ пултăм. Мана Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ ятне, тăватă орден парса хисеплерĕç. Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин участници те пултăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика