Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялтах янă тымар – яланлăх

13 февраля 2010 г.

– ЯЛТА çуралса ÿснĕ çыннăн ялтах тымар ямалла – ют çĕрте çын куккук вырăнĕнчех, – тет Пăчăрлă Пашьелĕнчи Н.Богданов. – Тăван енре кăмакасенчен тухакан тĕтĕм те ытти çĕртинчен тутлăрах.

Николай çаннисене тавăрсах "Богдан" фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. "Хÿшĕрех çăтмах" теççĕ пулин те, çемье валли пурăнмалли çурт-йĕр те кирлĕ вĕт. Çамрăк çемье ятарлă программăпа килĕшÿллĕн патшалăхран пулăшу ыйтнă. Кирпĕчрен икĕ хутлă çурт туса лартма икĕ ачаллă Николай Петровичпа Ольга Николаевнана çăмăл пулнă теме çук. Анчах халĕ йывăрлăхсем хыçра ĕнтĕ. Вĕсен хăйсен кĕтесĕ, хуралтăсем те пур, çуртне газ, шыв кĕртнĕ. Кунтан ытла мĕн кирлĕ ял çыннине;

Кÿршĕллĕ Асанкасси ялĕнче пурăнакан Владимирпа Тамара Корчаковсем те Богдановсенчен юлас темен, "Ялăн социаллă аталанăвĕ" программăпа банкран çăмăллăхлă кредит илнĕ. Халĕ вĕсен те хăйсен кил-çурчĕ.

Асанкассинчи Укинсен çемйи те – çамрăк. Çемье пуçĕ Евгений Сергеевич – физкультура учителĕ. Вăл "Çамрăк специалист" программăпа килĕшÿллĕн патшалăхран кредит илес тесен, мăшăрĕ Алена унăн шухăшне ырланă кăна. Çапла майпа çурт туянма пултарнă çамрăк çемье. Тăван ялтах янă тымар малашне те çирĕп пуласса шанас килет.

Тепĕр çамрăк çемье те – Старшининсем – тăван тăрăхран уйрăласшăн мар, пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулас тĕллевпе "Çамрăк çемье" программăпа килĕшÿллĕн патшалăхран кредит илме документсем хатĕрлесе çитернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика