Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иксĕлмест çамрăксен хастарлăхĕ

13 февраля 2010 г.

ВАСАН ял поселенийĕ çумĕнчи çамрăксен канашне 2006 çулта йĕркеленĕччĕ. Вăл маларах хатĕрлесе çирĕплетнĕ планпа ĕçлесе пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене ялсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне, культура, физкультурăпа спорт мероприятийĕсене май килнĕ таран ытларах хутшăнтарасси. Канаша И.Краснова пултаруллă ертсе пырать.

Канаш çамрăксене хваттер туянма е çурт-йĕр çавăрма пулăшас тесе те сахал мар тăрăшать. Чăваш Республикин Президенчĕн ку тĕлĕшпе йышăннă программипе килĕшÿллĕн, çамрăк специалистсене çурт лартма 218 пин те 310 тенкĕлĕх субсиди уйăрса пама май килчĕ.

Пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене малалла аталанма пулăшас тĕллевпе те ĕçлетпĕр. Сăмахран, кашни çулах ял поселенийĕнчи пĕр çамрăк район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. «Карлинская» Агрофирма» ЗАО механизаторĕ Вячеслав Ястребов Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ пулчĕ, Г.Полякова вара «Районти халăха вĕрентес ĕçри чи лайăх çамрăк специалист» ята тивĕçрĕ.

Ял поселенийĕнче сывă пурнăç йĕркине аталантарас юхăм та анлăн вăй илнĕ. Ку енĕпе пирĕн условисем çителĕклех, спорт сооруженийĕсем кашни ялтах пур. Васанти тĕп шкулта кăна пилĕк тĕрлĕ спорт секцийĕ ĕçлет. Чечняра пуç хунă В.Митрофанова асăнса, хоккей площадки тума май тупрăмăр, Э.Смаев çамрăк предприниматель тăрăшнипе, ăна каçхи вăхăтра çутатаса тăмалла тăвасшăн. Кивĕ Шăмăршăри стадион вара иртнĕ çул районта чи лайăххи пулнăччĕ.

Çакна та асăнса хăвармасăр май çук: пирĕн ял поселенийĕн çамрăкĕсем – активлă донорсем. Çынсен пурнăçне çăлса хăварма тÿлевсĕр юн паракансенчен 75 проценчĕ – шăпах çамрăксем. Вĕсемех – дружинниксем те. Çамрăксене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе те тĕрлĕ майсем шыратпăр.

Ялсенче культура учрежденийĕсем пурри, вĕсем лайăх ĕçлени те çамрăксене илĕртет. Пирĕн – виçĕ клуб, краеведени музейĕ, модельлĕ икĕ библиотека. Вĕсенче тĕрлĕрен кружоксем ĕçлеççĕ, «Мерчен» фольклор ушкăнĕ – республикăра та чи лайăххисенчен пĕри.

Çамрăксем ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Субботниксенче вĕсем – чи активлисем. Ĕçленипе пĕрлех, яш-кĕрĕм культурăллă канма та пĕлет. Çакна пулах пĕлтĕр Васан ялĕ «Районти чи лайăх ял» конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çавăн пекех, республикăри «Профи-2009» конкурса хутшăнса ял поселенийĕнчи çамрăксен канашĕ чи лайăххисенчен пĕри пулчĕ, пĕрремĕш степень Диплома тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика