13 февраля 2010 г.
ШАЛТИ ĕçсен пайĕнче профилактика мероприятийĕсене планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Акă, февралĕн 10-мĕшĕнче районта «Асăрханăр: ачасем!» операци иртрĕ. Çак кун милицин ГИБДД сотрудникĕсем службăра тимлĕхе ÿстерчĕç. Çул-йĕр правилисене пăсма пăхнă е вĕсене пăснă ачасемпе ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ. Шкул автобусĕсене чарса, ачасем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмалли правилăна мĕнлерех пурнăçласа пынине тĕрĕсленĕ.
Февралĕн 12-мĕшĕнче «Çул урлă каçмалли вырăн» операци иртнине те палăртас килет. «Çĕрпÿ-Ульяновск» автотрасса хĕрринче 2 пост (пĕри райцентрти «Шемурша» кафе тĕлĕнче, тепри Карапай Шăмăршăри автобуссем чарăнакан вырăнта) йĕркелерĕмĕр. Çул-йĕр правилисене пăснă граждансене штрафласси малти вырăнта тăмарĕ çак кун. Çуран çÿрекен çын инкеке ан лектĕр, авари хăрушлăхне кăларса ан тăраттăр тесе тимлесси тĕп задача пулса тăчĕ.