Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялан асрах çуралнă ялăм

17 февраля 2010 г.

Ялан асрах çуралнă ялăм

ГЕРМАН Ларшниковăн "Кĕçĕн Хырла хĕрринче" кĕнекине мана хамăр ентеш Н.Измуков парнелерĕ. Алăран ямасăр вуласа тухрăм ăна, хамшăн çĕннине сахал мар пĕлтĕм. Тавах ăсчаха çак пысăк та курăмлă ĕçшĕн. Тĕлĕнетĕп: çакăн чухлĕ паха материал пухма, çĕрĕн-кунĕн ĕçлеме ăçтан тÿсĕм çитернĕ-ши вăл?

Манăн 1966 çулта, Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Çĕпĕрти Братск хулине тухса каймалла пулчĕ. Хĕрĕх икĕ çул çемьепе пурăнтăмăр унта. Малтанласа техникумран вĕренсе тухма май килчĕ, кайран партин аслă шкулне пĕтертĕм. Хăй вăхăтĕнче икĕ созыв хушши облаçри халăх депутачĕ те пултăм. Пĕр сăмахпа, хыçа юлнă çулсене ÿпкелемелли çук. Çакăншăн эпĕ хама Васанти вăтам шкулта ăс панă нихăçан манăçми вĕрентекенĕмсене тав тăватăп.

Васанта пурăнакан Валерий шăллăма та тав сăмахĕ çеç калас килет. Пур енĕпе те ăста, ылтăн алăллă çын вăл. Мана та кашнинчех пысăк чыспа кĕтсе илет, ăсатса ярать.

Г.Ларшников кĕнеке патнех таврăнам-ха. Тĕрлĕрен материалсемсĕр пуçне унта фотоÿкерчĕксем те чылай. Тен, нумайăшĕ кĕнекене кĕреймен те пулĕ. Манра та пĕр сăн ÿкерчĕк сыхланса юлнă, унта 1966 çулта Васанти вăтам шкултан вĕренсе тухнă ачасен (эпир 28-ччĕ) пĕр ушкăнĕ. Сăмах май, вĕсен хушшинче район хаçатĕнче нумай çул ĕçленĕ, унăн редакторĕ пулнă Петр Иванович Фомин та пур. Тен, ыттисем те хăйсене палласа илĕç?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика