Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чир-чĕртен хÿтĕлесе – прививкăсем

17 февраля 2010 г.

СЫВЛĂХ сыхлавĕнчи наци проектне пурнăçа кĕртсе, вируслă В гепатитпа кĕрешсе, 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне районти 18-55 çулти 1540 çынна пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш прививка процедурисем витĕр кăларнă. Ку вăл планпа палăртнин 100 проценчĕ чухлĕ пулать.

Çавăн пекех, "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, В гепатитран хÿтĕлесе тăрас тĕллевпе, 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ тĕлне 18 çултан пуçласа 55 çул таранчченхи 2163 çынна пĕрремĕш (планпа палăртнин 100 проценчĕ чухлĕ), 1917 çынна иккĕмĕш (88,6 процент), 1540 çынна виççĕмĕш (71,2 процент) прививка тунă.

Полиомиелитран хÿтĕлесе, 154 ачана прививка процедури витĕр кăларнă.

2009-2010 çулсенчи эпидсезонта грипран халăха хÿтĕлесе, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, октябрь-ноябрь уйăхĕсенче 2110 çынна грипполпа прививкăсем тунă. Уйрăммăн илсен, çак шутран 360-шĕ садикри ачасем, 1170-шĕ – 1-11 классенче вĕренекенсем, 90-шĕ медицина ĕçченĕсем, 200-шĕ – вĕрентÿ учрежденийĕсен работникĕсем, 100-шĕ – 60-тан аслăрах çынсем, 190-шĕ – халăхăн ытти сийĕсем. Кунсăр пуçне 2009 çулхи декабрьте тата 500 ача, çитĕннĕ 200 çын прививка процедури витĕр тухнă.

Куратпăр ĕнтĕ, "Сывлăх" наци проекчĕн халăха кÿрекен усси пысăк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика