17 февраля 2010 г.
ÇИВĔЧ иртекен аппендицит тесе суккăр пыршăн (слепая кишка) шĕвĕрĕлчен евĕрлĕ турачĕ шыçнине калаççĕ. Вăл чи анлă сарăлнă хирурги чирĕсенчен пĕри пулса тăрать.
Аппендицит вăраха кайни тата çивĕч иртекенни пулать. Çивĕч иртекенни пуçлансан врач пĕр тăхтаса тăмасăр сиплеме тытăнни кирлĕ. Чир вăраха кайнă пулсан çакăн пек васкавлă мерăсем йышăнмасан та юрать.
Çивĕч иртекен аппендицит пуçланнă чухне ялан тенĕ пекех вар-хырăм ыратма тытăнать. Ытларах чухне каçхине, çĕрле тата ир-ирех. Шăпах çакă хистет те ĕнтĕ çак чирпе аптăракан çынна медицина пулăшăвĕ ыйтма. Анчах кунта çакна палăртса хăвармалла. Тĕплĕ пыршăн шĕвĕрĕлчен евĕрлĕ турачĕ, тĕпрен илсен, хырăмăн аялти пайĕнче сылтăм енче вырнаçнă. Анчах чир пуçланнă чухне çакăнта ыратма тытăнни питех те сайра тĕл пулать. Ытларах чухне кăвапа тĕлĕнче е хырăм тăрăх куçса çÿресе ыратать. Сайра хутра кăна касса килсе ыратнипе пуçланать.
2-3 сехет иртнĕ хыççăн ыратни вăйланса пырса хырăмăн сылтăм енчи аялти пайне куçать. Малтанхи вăхăтра хăсăк тухать. Анчах пурин те мар. Чирлисен 40 проценчĕн кăна хăсăк пулать. Ытларах чухне умлăн-хыçлăн лĕклентерсе килет.
Чир пуçланнă хыççăн малтанхи кун тула каяс килмест. Шĕвĕрĕлчен евĕрлĕ турат тĕплĕ пыршă хыçĕнче тата сутанара вырнаçнă чухне кăна урăхла пулăм палăрать – тула тытăнчăксăр шĕвĕ тухтарать. Шăк тухасси пăсăлни сайра хутра кăна тĕл пулать. Çивĕч иртекен аппендицит пуçланнине палăртмалли паллăсенчен пĕри – ÿт температури 38-39 градуса çити ÿсни пулса тăрать.
Ачасем хушшинче çивĕч аппендицит çитĕннисенчен чылай сахалрах тĕл пулать тата вăйлăрах иртет. Ытларах чухне касса килсе ыратать. 10 çула çитиччен ачасем хăш вырăнта ыратнине тĕрĕс кăтартма пултараймаççĕ. Çакă чире палăртассине йывăрлатать. Тула тухасси çитĕннисем пек тытăнса тымасть, кĕçĕн çулсенчи ачасен вара хăвăртланать те.
Ватă çынсен çивĕч иртекен аппендицит çамрăк тата вăтам çулсенчи çынсенчен сахалтарах тĕл пулать, йывăртарах иртет. Ватă çынсем ыратнине сахалтарах туйнă май, вĕсем чир пуçланнине асăрхасах та каймаççĕ.
Çÿлерех асăннинчен çакăн пек пĕтĕмлетÿ тумалла:
- енчен те сирĕн хырăмăн аялти пайĕнче, сылтăм аяккинче ыратма пуçларĕ тата малтан çакăн пек ыратман пулсан, аппендицит пуçланма пултарни çинчен шутласа илмелле;
- ыратни 2-3 сехетре иртсе каймасан пĕр тăхтамасăр врач-хирург патне пымалла;
- ыратни иртсе каймасан тата çÿлерех асăннă ытти пулăмсем (хăсăк тухни, лĕклентерни, ÿт температури 39 градус таран ÿсни) палăрсан ыратнине тата шыçнине ирттерсе яракан эмелсем йышăнмалла мар. Мĕншĕн тесен ун пек чухне çивĕч иртекен аппендицит паллисем уçăмлăн палăрмаççĕ, врач-хирурга чире тĕрĕс палăртса диагноз лартма кăткăсрах пулать.