Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янăра эсĕ, манăн тăван чĕлхем!

17 февраля 2010 г.

ТĔНЧЕ инçетлĕхĕ кирек хăш этемшĕн те ашшĕ-амăш пÿрчĕн уратинчен пуçланать, кайран çеç вăл хамăрпа пĕрле анлăланса пырать. Ача чухне çăмламас мăр-мăрпа ула Хураçка савăнтараççĕ пире, хапха умĕнчи шăнкăрч вĕлли, ял варринчи шăнкăр-шăнкăр шывлă çырма чуна уçать. Ÿсерехпе тăван кил-йышпа ял-йыш, шкулти тус-тантăш пĕрлĕхĕ чуна вырнаçать. Унтан тăван ял, район, шурă Шупашкарпа Чăваш республики, пĕтĕм Тăван çĕршыв пирĕн пурнăç çаврине кĕрет, таса та хаклă ăнлав пулса тăрать.

Тăван халăх кун-çулĕ, вăрăм историйĕ, кăмăл-туйăмĕпе ăс-хакăл пуянлăхĕ, паллă çынсен шăпи е манăçми ĕçсен вучĕ ăса çивĕчлетет. Ытларах пĕлме, ăнланма, тĕпчеме чĕнет. Хамăра çуратса ÿстернĕ халăх çинчен тарăнрах шутлама пуçлатпăр.

Чăвашсем – пит авалхи халăх. Вĕсем тĕнчери чи паллă халăхсемпе хурăнташлă, тăванла çыхăнуллă пулнă. Чăваш халăхне пĕтĕм тĕнче пĕлет.

Вăл пур халăхсем хушшинче ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать. Чăваш халăхĕ вăрçма-хирĕçме юратмасть, вăл никам çине те вăрçăпа кĕрсе кайман. Хăйĕн çĕршывĕнче вăл ютран килнисене хăналла пăхать, усал тума мар, хăйĕнчен мала хурса юрама тăрăшать.

Çĕр ĕçне тума чăвашсем пит ăста пулнă. Начар çĕр çинче те вĕсен тыр-пул ăннă, мĕншĕн тесен вĕсем кирек мĕнле ĕçе те пит тĕплĕн тунă. Чăвашсем хальхи Раççей çĕрĕ çинче чи малтан хăмла ĕрчетме тытăннă.

Чăваш чĕлхи – чи çепĕç, чи илемлĕ, чи асамлă чĕлхе. Мĕншĕн тесен вăл манăн юратнă аннен, аттен чĕлхи. Çак çепĕç чĕлхене пĕлес тесен ачаранах ăна тăрăшса вĕренмелле.

Мана тăван чĕлхе çинчен Александр Артемьев çырни питĕ килĕшет. Ăна эпĕ пăхмасăр калама вĕрентĕм: "Эй, тăван чĕлхемĕр! Эсĕ чăваш юманĕ пек ватă та патвар; хăвăн хăватна çухатмасăр, ĕмĕртен-ĕмĕр, çултан-çул тĕрекленсе ÿсетĕн, юман вутти пекех хĕрÿллĕ те вăйлă çунатăн, чĕре кÿтсе çитсен ăшăтатăн, кирлĕ чухне çунтаратăн. Санра чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма, çунтарма хăват пур; вăрман пек пуян, хир пек уçăмлă эсĕ. Сан иксĕлми хăватупа таса илемÿ çултан-çул палăрсах пыринччĕç.

Эй, аслă асаттемĕрсен кивелми чаплă чĕлхи! Ирĕклĕ çĕршывра ĕмĕр ирĕклĕн янăра эсĕ! Тайма пуçăм сана!"

Манăн тăван чĕлхе вăл – Н.Я.Бичуринăн, А.Г.Николаевăн, Н.В.Федоровăн тата ытти нумай паллă çынсен тăван чĕлхи. Эпĕ хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп, мĕншĕн тесен вăл тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитсе ырă ят хăварнă. Ÿлĕмрен те чăваш халăхĕ тĕнчере чи малта пыракан халăхсемпе пĕр тан уттăр тесен пирĕн, чăваш ачисен, мĕн пĕчĕкренех тăван халăха хисеплеме вĕренсе пымалла, унăн малашнехи чысĕшĕн вăй хума яланах хатĕр пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика