Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манас çук сире нихçан та...

17 февраля 2010 г.

Манас çук сире нихçан та...

(Виçпÿрт Шăмăршăри шкул уçăлнăранпа 120 çул çитес умĕн)

ТĂВАН ялăм, тăван шкул... Виçпÿрт Шăмăршăри çичĕ çул вĕренмелли (ун чух çаплаччĕ) шкулта вĕреннĕ çулсене нихăçан та манас çук. Илĕртетчĕ, хăй патне туртатчĕ пĕлÿ вучахĕ.

Вăрçă хыççăнхи çулсем пĕрре те çăмăл марччĕ. Тумтир енчен те япăхчĕ, çăкăр та пур чухне те сĕтел çинче çукчĕ. Килсенче радио та пулман. Çавăнпах пулĕ ĕнтĕ шкул енне туртăнаттăмăр. Унта тем тĕрлĕ мероприятисем те пулса иртетчĕç – учительсем хăйсен вăхăтне шеллеместчĕç. Кружоксене çÿрени, концертсем йĕркелени халĕ те асрах. Халĕ хам хулари шкулта ĕçлерĕм те, хам тăрăшнă шкултипе танлаштарсан, ялти пурнăç чылай интереслĕрехчĕ.

Тăван шкулăма аса илмессерен куç умне юратнă учительсен сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Нихăçан та манăçмĕç вĕсем. Александра Федоровна Алексеева – шкул директорĕччĕ, унăн çумĕ Анна Николаевна Ухваркина математика вĕрентетчĕ. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Роза Петровна Райкован, биологи учителĕн Рюрик Иванович Викторовăн урокĕсем яланах çÿллĕ шайра иртетчĕç, учительсем ачасене тарăн та тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ пама тăрăшатчĕç.

А.Алексеева чăваш чĕлхипе литература урокĕсене ирттеретчĕ. Кунсăр пуçне Александра Федоровна шкулти сăнавлă участок ĕçне те хăех йĕркелесе пыратчĕ. Çĕр ĕçне, сад лартса ÿстерме хăнăхтаратчĕ вăл. Мĕн кăна туман-ши эпир директор ертсе пынипе: йывăç-тĕмсем сахал мар лартнă, калчасем ÿстерме ятарлă савăтсем ăсталанă... Халĕ те асрах: улмуççи хунавĕсене лартсан, вăл хушнипе йывăçсене камсем, хăçан лартнине кăтартса хамăр ятсене çырнă биркăсем те çакса хăварнăччĕ.

Тÿрех калам: А.Алексеева ертсе пынă çулсенче Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕ районта чи лайăххисенчен пĕриччĕ. Шкул пахчинче арбуз, дыня ÿстерекенсем пур-ши халĕ; Ку ĕçе республикăра чи малтан эпир пуçарса яни халĕ те мăнаçлантарать.

А.Ухваркинана та чунтанах юрататтăмăр, хисеплеттĕмĕр, тепĕр чух унăн урокĕсем сисĕнмесĕр хăвăрт иртнишĕн кулянаттăмăр та. Пĕррехинче вăл пире хăйĕн вăтам пĕлÿ илни çинчен калакан аттестатне кăтартнăччĕ. Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр – пĕтĕмпех пиллĕк паллăсемччĕ унта. Çакă пире татах та тăрăшарах вĕренме хистетчĕ.

Вырăс чĕлхипе литературине юратма вĕрентес тесе вараР.Райкова нумай вăй хучĕ. Хăйне майлă интереслĕ иртетчĕç унăн урокĕсем: Роза Петровна кашни темăнах питĕ тĕплĕн ăнлантаратчĕ, материалта çук тĕслĕх çине тĕслĕх илсе кăтартатчĕ. Эпĕ те хамăн ĕçре унăн паха опычĕпе усă курма тăрăшатăп. Хальхи вăхăтра Хусанта пурăнаканскер, Роза Петровна пире хăй вăхăтĕнче пурнăçра кирлĕ çĕршер паха канаш, сĕнÿ панă. Тавтапуç ăна çакăншăн.

Р.Викторов ĕçлеме тытăнсан шкула çĕнĕ юхăм килни тÿрех сисĕнме пуçларĕ. Мĕн-мĕн çинчен кăна каласа кăтартмастчĕ-ши Рюрик Иванович хăйĕн урокĕсенче; Кăвак хуппи уçăлнăнах туйăнатчĕ пирĕншĕн: вĕренÿ программинче çуккине те нумай пĕлеттĕмĕр. Вăл пуçарнипех шкул пахчинче халиччен курман, пĕлмен культурăсене – кольраби, патиссон, кабачки ÿстерме пуçларăмăр. Бенгали çуртипе те пуçласа пире вăлах паллаштарчĕ. Юратнă учителĕмĕр фото ĕçне те хăнăхтаратчĕ. Пĕр сăмахпа, вăл пирĕн тавракурăма тĕрлĕ енлĕн аталантарма ăнтăлатчĕ.

Ялтан кайсан Р.Викторов Канашри педагогика училищинче ĕçлесе пурăнчĕ. 1961-1964 çулсенче мана та унта вĕренме тÿр килчĕ. Çак тапхăра эпĕ хамăн пурнăçра чи лайăххи, нихăçан манăçми тесе шутлатăп.

Педучилище хыççăн Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухрăм, историпе обществоведени преподавателĕн дипломне алла илтĕм, сакăр çул комсомол райкомĕнче ĕçлерĕм. Районсем пĕрлешсен мана ВЛКСМ Сĕнтĕрвăрри райкомне куçарчĕç, 1965 çулта вара çĕнĕрен йĕркеленнĕ Шăмăршă комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулма çирĕплетрĕç. Качча кайсан Елчĕк районне куçса кайма тиврĕ, унта сакăр çул çут ĕç пайĕн инспекторĕнче тăрăшрăм. 1985 çултанпа вара канура. Маларах 38-мĕш вăтам шкул директорĕн çумĕ пултăм, ачасене истори предметне вĕрентрĕм, кĕçĕн классене вĕрентме те тиврĕ.

Тăван шкулăм, юратнă вĕрентекенĕмсем, эп сире нихăçан та манас çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика